Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасемпе çамрăксене — тимлĕх

Ачасемпе çамрăксене — тимлĕх

Республикăра çул çитмен 29 наркомана шута илнĕ. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртекен наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен регионта наркотиксемпе усă куракансен шучĕ ỹсни палăрать — наркомансен Чăваш Енре пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне тивекен йышĕ 48 çынпа танлашать. Ахальтен мар ĕнтĕ çул çитменнисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсенче, ытти вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ илекен ачасемпе çамрăксене профилактика тĕллевĕпе тестланин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Шкулсенче ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илсе пĕтĕмпе 13 çултан аслăрах 43 пин ытла ачана тĕрĕсленĕ — çак йышăн 6,77 проценчĕ наркотиксемпе, психотроплă хутăшсемпе усă курас тĕлĕшпе хăрушлăх зонинче пулнине палăртнă. Министр асăннă кăтарту Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Вăрмар, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче, Шупашкарта, Çĕмĕрлере пысăк пулнине пĕлтернĕ.

ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов Шупашкарта наркопреступленисем нумайланнине палăртнă, пурĕ 434 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çулталăк маларах вара 391 преступлени пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code