Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПКра шалу пысăк-и?

АПКра шалу пысăк-и?

Республикăри аграрисен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 2025 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 59,4 пин тенкĕпе танлашнă.

2024 çулхи палăртнă тапхăртинчен 15,8 процент ỹснĕ. Вăл республика экономикинче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕн 89,8 проценчĕпе танлашать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 53,9 пин тенкĕ е иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 20,4 процент ытларах пулнă. Апат-çимĕç хатĕрлекенсем — 63,5 пин тенкĕ, тĕрлĕ ĕçмелли шыв туса кăларакансем 67,5 пин тенкĕ илнĕ. Палăртнă тапхăрта АПК тытăмĕнче 18809 çын, 2024 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 0,6 процент ытларах, çав шутра ял хуçалăхĕнче 8505-ĕн е 93 çын нумайрах ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code