Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшĕве алă пуснă

Килĕшĕве алă пуснă

ЧР Общество палати, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ, суйлавăн общество сăнавĕн штабĕ сентябрь уйăхĕнчи суйлав вăхăтĕнче сăнава йĕркелес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пуснă.

Унăн тĕп тĕллевĕ – суйлава май килнĕ таран уççăнрах, тÿрĕрех ирттересси. Унсăр пуçне ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ, общество сăнавĕн штабĕ тата республикăри коммерципе çыхăнман организацисем те пĕрле ĕçлесси пирки калакан çакнашкал килĕшĕвех алă пуснă.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков çапла палăртнă:

– Общество сăнавĕн штабне туса хуни суйлав процесне ирттерес ĕçе çĕнĕ шая кăларать.Эпир паян Чăваш Енри коммерципе çыхăнман 7 организаципе килĕшĕве алă пусрăмăр. Общество сăнавĕн штабне туса хунине юридици тĕлĕшĕнчен çирĕплетрĕмĕр.

Коммерципе çыхăнман организацисемпе килĕшÿ тăвас тата алă пусас ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code