Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кибер-шоу питĕ кирлĕ

Кибер-шоу питĕ кирлĕ

Елчĕкри культура керменĕнче «Компьютерпа çыхăннă ултавсенчен хỹтĕленмелли технологи» темăпа кибер-шоу ирттернĕ.

Ăна Президент Фончĕн гранчĕсем тата Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе йĕркелекен мероприятие «Вĕренỹ информатизацийĕн академийĕ» хушма пĕлỹ паракан организацийĕн наука канашĕн председателĕ Наталия Софронова ертсе пынă. Унта хутшăннă округри культура ĕçченĕсем тематикăлла видеороликсемпе паллашнă, тĕрлĕ лару-тăруллă задачăсене тишкернĕ, вăйăра сăнарсене калăпланă. Ултавçăсенчен хỹтĕленессинче вĕренỹпе меслетлĕх материалĕсемпе тивĕçтерни те вырăнлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code