Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шурă çуртра» — экскурсире

«Шурă çуртра» — экскурсире

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем округ администрацийĕнче экскурсире пулнă.

Кунта вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, унăн заместителĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вĕсем каласа панинчен ачасем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, уйрăм пайсен функцийĕ, округ историйĕпе аталанăвĕ çинчен пĕлнĕ. Пуçару бюджечĕпе, çамрăксен политикипе, документаципе, округ малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусем те интереслентернĕ вĕсене. Пуçлăхăн тата ытти ĕç пỹлĕмĕсенче, ларусен залĕнче пулса курни те килĕшнĕ ачасене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code