Округри тĕп библиотекăра «СВОн астăвăм кĕнеки. Герой партти» акципе килĕшỹллĕн шкул ачисен патриотла вулавĕсем иртнĕ.
Паттăрсем сахаллăн мар пирĕн тăрăхра. Конкурса хутшăннисем кашниех вĕсем çинчен презентаципе усă курса туллин çутатса пама тăрăшнă: шкул пурнăçĕ, çар училищи, ятарлă çар операцийĕн тапхăрĕ. Жюри Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Арсений Адюков, Елчĕкри Николай Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти Матвей Петровпа Александр Кузьмин мала тухнине палăртнă. Вĕсем çывăх вăхăтра республика шайне тухĕç.

