Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Елчĕк сучĕн хыпарĕсем

Елчĕк сучĕн хыпарĕсем

Руль ÿсĕр çынна юратмасть

А. эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларса Комсомольски-Елчĕк-Çирĕклĕ Шăхаль-Мучар çулĕпе пынă чухне кювета чăмнă. Авари вăхăтĕнче никам та инкек тÿсмен.

Водитель маларах ÿсĕр пулнине палăртас тĕллевпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕшĕн РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан Кодексăн 12.26 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăпланнă пулнă.

Район сучĕ А. ĕçне пăхса тухса ăна РФ УК статйин 264.1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăплав тăратнă. Йĕркене пăсакан 240 сехет «обязательнăй ĕçсем» айăплав илнĕ, ăна 3 çул транспорт хатĕрĕпе çÿрес ирĕкрен те хăтарнă.

Ултавăн çулĕ кĕске

Интернет çыхăнăвĕнчи суту-илÿ вăхăтĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла.

Елчĕк районĕнче пурăнакан автомашина туянма шут тытнă. «Лада-Приора» «хуçи» унран малтан пĕр пайне – 100 пин тенкине тÿлеме ыйтсан арçын каланă суммăна унăн счечĕ çине куçарса панă. Анчах та автомашина «хуçипе» çакăн хыççăн калаçма май пулман, вăл çухалнă. Автомашинăсăр çеç мар, укçа-тенкĕсĕр те тăрса юлнă çын полицирен пулăшу ыйтнă. Шырав-тĕпчев пуçарнă май оперативниксем çак преступление Челябинск облаçĕнчи Р. тунине тупса палăртнă. Вăл маларах тепĕр ултавлă тĕслĕхшĕн уголовлă майпа явап тытни паллă пулнă.

Р. «Авито» сайтра вырнаçтарнă пĕр сутуçăн пĕлтерĕвне копи туса «ВКонтакте» сайтри ют ятпа уçнă страницине лартнă, хăйне автомашина хуçи евĕр тытса çыхăнăва тухнă.

Елчĕк район сучĕ Р. ĕçне пăхса тухса айăпçăна РФ УК 159 статйин 2 пайĕпе айăпланă. Вăл çирĕп режимлă колонире тата 2 çул ирттерĕ.

Лесник йывăç сутнă

Служба полномочийĕсемпе иртĕхсе усă куракансем тĕл пулаççĕ.

Елчĕк район сучĕ саккунсăр майпа йывăç касса сутнă лесник ĕçне пăхса тухса ăна РФ УК 260 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн айăпланă.

Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен С. бензинпа ĕçлекен пăчкăпа усă курса 17,55 кубла метр хыр ?пурĕ 13 йывăç/ каснă хыççăн В.-на сутса янă.

С. хăйĕн айăпне йышăннă.

Алимент тÿлемен

Çула çитмен ачасене тивĕçлĕ пăхса ÿстересси ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ.

Б. хĕрне алимент тÿлессинчен пăрăннăшăн РФ УК 157 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăпланса 4 уйăха юсав ĕçĕсем пурнăçлама наказани илнĕ, çав вăхăтрах кашни уйăхра ĕç укçин 5 процентне патшалăх тупăшĕшĕн тÿлесе пыма тивĕçлĕ вăл.

Миравай суд йышăнăвне пурнăçласа Б. ĕçе вырнаçма, суд палăртнă тăрăх ĕç укçин 1Ÿ4 пайне çула çитмен ачишĕн тÿлесе пыма «васкаман», çавна май халĕ унăн тивĕçлипе айăп тытма тивĕ.

Г.ЧЕРНОВА,
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code