Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир ан çулăхтăр

Чир ан çулăхтăр

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕ Елчĕк районĕн 2020 çулхи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне пĕтĕмлетнĕ.

Иртнĕ çул, 2019 çулхипе танлаштарсан, ОРВИпе, гриппа, пневмонипе, сăвăссем, чĕрчунсем çыртнипе чирленисен йышĕ ÿснĕ. Çав вăхăтрах шала кайнă вирус гепатичĕпе, туберкулезпа, лямблиозпа, ВИЧ-инфекцийĕпе… чирлесси чакнă.

Районта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен хисепĕ те ÿссех пырать. Уйрăмах Елчĕк, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Лаш Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче чирлекенсем йышлăн пулнă.

Чĕрчун çыртса 47 çын сиенленнĕ. Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ку енĕпе ытларах нуша курнă.

11 çын тĕрлĕ хими хутăшĕпе наркăмăшланнине регистрациленĕ. Вĕсен йышĕнче пенсионерсем ытларах. Этил спирчĕпе тата сĕрĕм газĕпе наркăмăшланса 6 çын çĕре кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code