Кăçал Чăваш Енри 80 çултан иртнĕ 35,6 пин çын пенсине пысăклатса парĕç.
Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку ĕçе заявленисем йышăнмасăрах йĕркелет. 2026 çул пуçланнăранпа 8 теçетке çул тултарнă 1223 пенсионера çапла тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Ăна çуралнă кун хыççăн тепĕр уйăхшăн пама пуçлĕç. Кăçал ватлăхри страхланă пенси çумне фиксацилекен тỹлев 9584,89 тенкĕпе танлашать. 80 çул тултарсан вăл икĕ хутчен пысăкланать — 19169,30 тенке çитет. Кунсăр пуçне пăхса тăнăшăн кашни уйăхра 1413,86 тенкĕ хушса тỹлĕç. Çак çăмăллăх инвалида тухнăран тата тăрантаракана çухатнăран страхланă пенси илекенсене, 1-мĕш ушкăнри инвалидсене пырса тивмест.

