
Çын урăх тĕнчене куçни — чи пысăк хуйхă. Курнавăш ялĕн старости Василий Алексеевич Ефимов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни çемйишĕн, тăванĕсемшĕн çеç мар, ял халăхĕшĕн те кĕтмен йывăр çухату пулчĕ.
Колхоз саланса кайнă хыççăн тĕксĕм кичемлĕхе путнă ял пурнăçне çутатас, халăха «вăратас» ĕçе хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хурса ырми-канми ĕçлерĕ вăл. Ĕлĕкрех ялти пурнăçа ял Канашĕ, парти, профсоюз, комсомол организацийĕсем ытларах витĕм кỹнĕ. Паянхи пурнăçа ăнланма йывăр. Вырăнта тивĕçỹллĕ ĕç тупма хĕнтерех. Çавăнпа тĕрлĕ регионта ĕçлекен ачисене кĕтекен ашшĕ-амăшне те çăмăл мар. Мухтав Туррăмăра, ялта чиркỹ пур!
Нимĕн те ĕмĕрлĕх мар. Ялта та кивелнине е арканнине çĕнетмелле, е пачах çĕннине тумалла. Тăрăшсан вара пулать. Василий Алексеевич пултарчĕ те! Хăй тавра ял çыннисене кăна мар, хуласенче пурăнакан ентешсене, тăван яла хаклама пĕлекенсене пуçтарчĕ. Пĕр шухăшлисемпе тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе ял сăнне улăштарма мехел çитерчĕ вăл.
Пĕр пухура унăн кандидатурине ял старости пулма хам сĕннипе-ши, ялта мĕнле ĕçсем тумалли пирки канашлама ман пата пыратчĕ. Ветерансен канашĕнче пулнăран эпĕ айккинче юлма пултарайман. Малтанах масар картине улăштарас терĕмĕр. Укçа-тенкĕ пуçтарассине культура ĕçченĕсене, çамрăксене явăçтарма тиврĕ. Халĕ «Ниме-халăх бюджечĕ» проект ĕçлет те, аван, унччентерех ун пек май пулман çав.
Ялта виçĕ масар. Вĕсенче тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: вĕтлĕхсене, топольсене касса тасатнă, хыр хунавĕсем лартнă, плитаран çул сарнă, вăхăтлăх çурта юсаса çĕнетнĕ. Масар патне илсе пыракан çула чул сарни те пархатарлă ĕçсен списокĕнче.
Территори пайĕн пуçлăхĕпе Алексей Мартышкинпа пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулнине калатчĕ вăл. Пĕрлехи вăйпа кану паркĕ, ачасен икĕ площадкине йĕркеленĕ, вырăнти шкул территорине хăтлăлатнă. Вĕренỹ учрежденийĕн коллективĕпе пĕр тĕллевлĕн ĕçленипе те ăнăçлăх çирĕпленнĕ. Фельдшерпа акушер пунктне тĕпренех çĕнетсе улăштарни тата. Ăна шторăсемпе, оборудованипе тивĕçтерессине те староста хăйĕн çине илнĕ.
Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ Василий Алексеевичăн. Ялти кỹлле тасатма, аслă урама асфальт çулпа туллин тивĕçтерме ĕмĕтленетчĕ…
Василий Ефимов пуриншĕн те чи ырă кăмăллă çын, чи ырă тĕслĕх вырăнĕнче юлĕ, ĕмĕр асра пурăнĕ. Канлĕх пултăр ăна.
Дария СМИРНОВА.
Курнавăш ялĕ.

