Сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăра 564 гектар çинчен севок пухса кĕртнĕ.
Çав шутра Патăрьелсен — 525 гектар, Елчĕксен — 27, Тăвайсен — 3, Шăмăршăсен — 9. Республикипе 6677 тонна пухса кĕртнĕ (çулталăк каялла 6183 т). Кашни гектартан вăтам тухăç 118,4 центнер, 2025 çулхи палăртнă кун тĕлне 161,8 ц пулнă.
— Кăçал пуçтарса илме çумăр вăйлах чăрмантарчĕ. Çуса иртмессерен çĕр типессе кĕтме тиврĕ. Ĕçе пуçлама ирхи сывлăм та чăрмантарчĕ. 9-10 сехетсенче çĕр хĕвелпе типсе çитсен кăна тытăнаттăмăр, каçхине 8-9 сехетсенче вĕçлеттĕмĕр. Пирĕн хуçалăхра кашни гектартан вăтамран 145 ц (бункер виçипе шутларăмăр) севок тухрĕ. Ăна хуппинчен тасататпăр, çĕркеленине, стандарта тивĕçтерменнине уйăрса илетпĕр, çавăн хыççăн таса тухăçа палăртатпăр. Пĕлтĕр севок 156-шар центнер тухăç панăччĕ. Кăçал сахалрах. Культурăна май уйăхĕнче çеç шăвартăмăр. Пирĕн II ушкăна кĕрекенни, ăна шултăра çитĕнтерместпĕр. Шултрараххи икĕ хут йỹнĕрех сутăнать, — палăртнă Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Николай Кошкин.
Кăçал çĕрме тытăннă севок иртнĕ çулхинчен ытларах. Йĕпе чирĕ ăна та сиенлет. Сушилкăра типĕтсе нỹрĕк виçине нормăна çитермелле, унсăрăн хĕл каçиччен çĕрме пултарать.
Михаил ЮРЬЕВ.

