Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшу аллине тăсакана — пысăк тав!

Пулăшу аллине тăсакана — пысăк тав!

Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тухиччен мĕн пур енлĕ хатĕрлес, тĕрĕс çул çине тăратса шанчăклăн утма пулăшас ĕç питĕ яваплă. Ачасене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парас тата вĕсенчен ырă та йĕркеллĕ çынсем ỹстерес ĕçре ашшĕ-амăшĕпе пĕрле педагогсем, пĕтĕмлетсе каласан — шкул — сулмаклă вырăн йышăнать.

Шкул ачисене вĕренме тата аталанма кирлĕ условисем пулччăр тесен вĕренỹ учрежденийĕнчи кашни персоналăн яваплăха çирĕп туймалла, шкулти кашни кĕтес вĕренỹ процесне тивĕçтермелле. Ертỹлĕхшĕн вара шанса панă ĕçе тивĕçлипе, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани, кирек мĕнле ĕçре те яваплă пулни пĕлтерĕшлĕ.

Шкул директорĕ пулнă май, кунсерен вун-вун ыйтупа тĕл пулма тивет: ачасемшĕн вĕри те техĕмлĕ апат хатĕрлессинчен пуçласа хуçалăхри вак-тĕвек ĕçсем таранах. Паллах, кирек мĕнле пысăк ĕçе те пĕрлĕхсĕр, шанчăклă юлташсен пулăшăвĕсĕр пурнăçлама йывăр. Кирек хăш вăхăтра та округа, çав шутран шкула та, пулăшу аллине тăсакан, округ аталанăвĕшĕн чĕререн тăрăшакан хаклă ентешĕмĕр — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Алексеевич Попов пирки тăван хаçат урлă уйрăммăн каласа кăтартас килет. Юрий Алексеевичăн пулăшăвĕсĕр нумай çивĕч ыйтăва татса пама питĕ йывăр пулнă пулĕччĕ пире. Тĕслĕхрен, 2022 çулччен Елчĕкри вăтам шкул столовăйĕнче 80 ача кăна пĕр вăхăтра апатланма пултаратчĕ. Халăх шаннă депутат Юрий Попов çак çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе пуçарăва хăй çине илчĕ тесен те йăнăш мар. Чăваш Республикин Правительстви тата ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрев панăран кĕске вăхăтрах шкулта çĕнĕ те хăтлă икĕ хутлă столовăй хута кайрĕ. Ку ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те чăн-чăн парне пулса тăчĕ.

Çакă кăна-и-ха? Чăваш Ен Правительствипе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр Юрий Попов тỹпипе 2025 çулта Елчĕк шкулĕ тĕп юсава тивĕçрĕ (редакцинчен: çĕнелнĕ шкул пирки 2025 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче 43-мĕш номерпе пичетленнĕ «Елчĕк ен» хаçатра «Çĕнелнĕ шулта вĕренме условисем çителĕклĕ» статьяра тĕплĕн çутатса панă). Çак пысăк ĕçсене пурнăçлассинче Елчĕк округĕн кураторĕн Алевтина Федорован, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн та пуçарăвĕ пысăк. Халĕ шкулăмăр палламалла мар улшăнчĕ, ачасене ăс пухма мĕн пур хальхи вăхăтри условисем пур кунта. Шкул хăтлă та илемлĕ сăн илнĕшĕн кашни вĕренекен, ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем мĕн пур шайри ертỹлĕхе чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ.

Чылай çул ĕнтĕ эпĕ Елчĕк округĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи пулса вăй хуратăп. Пирĕн тăрăхри маттур та пултаруллă хĕрарăмсемпе ĕçлеме мана питĕ çăмăл, вĕсемпе пĕрле нумай усăллă ĕç тума пулать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли те гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма çак ушкăнти хĕрарăмсем чылай пулăшаççĕ. Манăн çакна та палăртса хăварас килет. Хĕрарăмсен кунĕ тĕлне халалланă уявсенче хисеплĕ те хаклă депутатăмăр Юрий Попов яланах пулăшу аллине тăсать. Шкул е муниципалитет шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс-ăмăртусенче вăлах хаклă парнесемпе тивĕçтерсе вĕренекенсене хавхалантарать.

Ачасене патриотла воспитани парса çитĕнтересси пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем хамăрăн ентешĕн — РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн ертỹçин Роберт Баранов генерал-майорăн йыхравĕпе кашни çулах Раççейĕн тĕп хулинче — Мускавра — экскурсинче пулаççĕ. Кăсăклă çул çỹреве йĕркелеме те çулсеренех Юрий Попов яланах пысăк тĕрев парать. Мĕнех калас килет? Çынна ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Теприне ырă туни хăвăр патне ырăпах таврăнтăр, Юрий Алексеевич. Сире тата çывăх çыннăрсене сывлăх, ăнăçу тата вĕçсĕр-хĕрсĕр ырăлăх сунатпăр.

Лариса ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: кăçалхи мартăн 8-мĕшĕнче Юрий Попов ятарлă çар операцийĕн участникĕсен амăшĕсене чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code