Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрисем — малалла, теприсем?

Пĕрисем — малалла, теприсем?

Ĕç укçи кирек кама та калаçтарать: сахал илекене те, тупăшлă пурăнакана та.

Шалăвăн уйăхри вăтам виçи 71 пин тенке çитнĕ. Вăл çулталăк каяллахинчен 1,5 процент кăна ỹсни республикăна Раççейĕн ытти субъекчĕпе ăнăçлă тупăшма май памасть. Чăваш Енре ĕç укçи нихăçан та пысăк пулман тени кăна, паллах, влаçсене те, ĕç паракансене те тỹрре кăлармасть. Шалу виçипе эпир федерацин Атăлçи округĕнче 14-мĕш вырăнта — чи кайрисем. Раççей шайĕнче те ĕç-пуç пит хĕрелмеллискер — 80-мĕш вырăнта. Пĕтĕмĕшле кăтартăва чылай сферăра ĕç укçине пысăклатни те тỹрлетеймен. Административлă ĕç, ял хуçалăх, вăрман сферинче шалăва 120 процента яхăн ỹстерни регионти вăтам виçене курăмлă витĕм кỹреймен. Мĕншĕн тесен вĕсем малалла тунă пĕр утăма теприсем каялла икĕ утăм туса ытлашшипех «саплаштарнă».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code