Республика Пуçлăхĕн «Ниме — халăх бюджечĕ» проекчĕ пулăшнипе Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн çурчĕн тăррине юсанă. Укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,6 млн тенкĕпе танлашнă. Юсав вĕренỹ класĕсене çĕнетме, çуртăн тăррине улăштарма май панă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул ачасене яланхилле хаваслăн кĕтсе илессе шанса тăратпăр.

