Раççей ФСБн Чăваш Енри управленийĕн следстви уйрăмĕ Тюмень облаçĕн 39 çулхи çынни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Арçынна пысăк калăпăшпа наркотик сутма хăтланнăшăн айăпланă.
Следстви палăртнă тăрăх, вăл Тутарстанра тата Пушкăртстанра, Тюмень тата Свердловск облаçĕсенче, Ханты-Мансийск автономи округĕнче наркотик сармалли канал йĕркеленĕ.
ФСБ управленийĕн ĕçченĕсем ăна Комсомолськи округĕнче М-12 «Хĕвел тухăç» трасса çинче тытса чарнă. Ун çумĕнче 28 кг ытларах гашиш тупнă.
Следстви малалла пырать.

