Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăк выльăхсене – тимлĕх

Çамрăк выльăхсене – тимлĕх

Зоотехника йĕрки ыйтакан ĕçсене тивĕçлипе туса пырсан тин кашни çул ĕнесенчен сывă та тĕреклĕ пăру алла илме, вĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварма, каярахпа пысăк продуктивлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пулĕ.

Пăруличчен икĕ уйăх малтан ĕнесене уйрăм ушкăнра пăхса усрамалла. Рациона апат тăварĕ, пурă çăнăхĕ, минераллă тăварсем кĕртмелле. Пĕтĕ выльăхсене сума пăрахтарсан лайăх пахалăхлă симĕс утăпа, сĕтеклĕ ытти апатсемпе, концентратпа тăрантармалла. Утă пулмасан 3-4 килограмм кишĕр, шăтарса сăмсалантарнă сĕлĕ парса тăрантарни усăллă. Ку апатсем А витаминпа пуян. Сума пăрахтарнă пĕтĕ ĕнесене хĕлле те, çулла та 2-4 сехет уçăлтарни аван. Пăруличчен 2-3 кун юлсан тин вĕсене уçăлма кăларма чарăнмалла. Хĕвеллĕ кунсенче выльăха вăрах вăхăт уçăлтарни организма Д витаминсемпе пуянлатма пулăшать.

Пĕтĕ ĕнесене пăруличчен 8-10 кун маларах лайăх тасатса дезинфекци тунă пăруламалли ятарлă уйрăма куçармалла.

Пăруланă хыççăн кăвапа тымарĕ татăлман пулсан, ăна дезинфекциленĕ хачăпа касмалла, йод шĕвекĕпе сĕрмелле. Ĕне сывă: бруцеллезпа, туберкулезпа чирлĕ мар пулсан, пăрăва амăшне çулаттармалла. Пăруланă хыççăн пĕр сехет иртиччен çамрăк выльăха пĕрремĕш хут амăшĕн тапратнă сĕтне ĕçтермелле. Енчен те кая юлса ĕçтерсен е сĕт сивĕнсен, пăрусем вар-хырăм чирĕпе чирлеме пултараççĕ. Пĕр талăк иртсен çамрăк выльăха та çутă профилакторие куçармалла. Кунти клеткăсене, урайне кашни кун 4 процентлă йÿçĕ натри ?70-80 градусран кая мар/ шĕвекĕпе дезинфекцилемелле.

Çамрăк пăрусене вар-хырăм чирĕнчен сыхлас тесен, ĕмкĕчлĕ савăтпа усă курмалла. Паллах, çакăн хыççăн савăтсене малтан сивĕ шывпа чÿхемелле, ун хыççăн 1 процентлă сода шĕвекĕпе, кайран вĕри шывпа çумалла.

«Кун çути» курнă пăрушкана 5 кунран сĕт е ĕне ырри панă хыççăн пĕр сехетрен вĕретнĕ шыв ĕçтермелле. Шыв ăшă ?36-38 градус/ пулмалла. Çамрăк выльăха амăшĕн сĕчĕпе 15 кунран кая мар усрамалла. Енчен те амăшĕн сĕчĕ çитеймест пулсан, пĕр вăхăтрах пăруланă тепĕр ĕнен сĕтне те ĕçтерме юрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code