Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Суту-илĕве йĕркелессинче – çĕнĕ пуçару

Хальлĕхе республикăри 9 организацие Раççейĕн суту-илÿ сечĕсене продукципе тивĕçтерме хатĕр пĕчĕк формăллă предприятийĕсен реестрне кĕртнĕ.

Унта ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсемпе паллаштаракан информацие вырнаçтараççĕ. Адресĕсемпе телефон номерĕсене кăтартаççĕ. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчи сутуçăсем те вĕсемпе çыхăнса вăл е ку продукцие туянас ыйтупа калаçма пултараççĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви хуçалăхсене реестра кĕртсе тата пысăклатасшăн. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ертсе пыракансемпе агропромра ĕçлекен предпринимательсем çак пуçарăва ырлаççĕ çеç. Мĕншĕн тесен министерство ĕçе кĕртекен çĕнĕ меслет вак суту-илÿ организацийĕсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе тÿррĕн тата «посредниксенчен» иртсе çыхăну йĕркелеме май туса парать. Пуçару вак суту-илĕве лайăхрах йĕркелеме пулăшасса шанаççĕ Министерствăра.

«Меркурий» пулăшать

2020 çулхи 8 уйăхра Чăваш Енри патшалăхăн кашни ветеринари учрежденийĕ федерацин «Меркурий» патшалăх информаци тытăмĕпе усă курса продукципе пĕрле илсе çÿремелли ветеринари докуменчĕсем çырса хатĕрленĕ.

Хальхи вăхăтра ветслужбăн 547 специалисчĕн, хуçалăха тытса пыракан субъектсен 5700 ытла уполномоченнăйĕн çак тытăма кĕме ирĕк пур. Таварпа пĕрле илсе çула тухмалли ветеринари докуменчĕсен 64,3 процентне хуçалăха тытса пымалли субъектсен уполномоченнăйĕсем, 33,4 процентне патшалăхăн ветврачĕсем, 2,3 процентне аттестациленĕ специалистсем çырса хатĕрленĕ. Вĕсене алăпа çырасси çапла пĕчĕкленсе пынă: 2018 ç. – 20770, 2019 ç. – 379, 2020 çулхи 8 уйăхра 228 документ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code