Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ылтăн кĕркунне – 2020» курав

«Ылтăн кĕркунне – 2020» курав

Паян вĕçленекен Раççейри «Ылтăн кĕркунне – 2020» агропромышленность куравĕ Мускаври ВДНХра октябрĕн 7-мĕшĕнче пуçланнă.

Ытларах онлайн-форматпа иртекен курава Чăваш Енрен 21 предприяти хутшăннă. Вĕсен шутĕнче – республикăри АПК продукцине, ял хуçалăх техникине туса кăларакансем, хими промышленноçĕн предприятийĕсем тата ыт.те. Çавăн пекех икĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тата пĕр ял хуçалăх потребитель кооперативĕ, «Новочебоксарский» теплица комплексĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, Чăвашçăкăрпродукчĕ, АККОНД, Шупашкарти аш-какай комбиначĕ, Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ тата ытти предприяти-организаци хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă.

Курав экспозицийĕсемпе золотая-осень2020.рф ятарлă интернет-платформăра паллашма пулать. Дистанци мелĕпе йĕркеленекен формат курав аудиторине анлăлатма пулăшать, агропромышленность комплексĕн ÿсĕмĕсемпе чылай хăна паллашма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code