Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх ан иксĕлтĕр

Ыр кăмăллăх ан иксĕлтĕр

Пĕр сисĕнмесĕрех кунран кун, çултан çул иртсе пырать. Кашни çын килекен çĕнĕ кунран ыррине çеç кĕтет. «Тăнăç пурнăçпа, çирĕп сывлăхпа пурăнасчĕ», — тет. Эпир сывă çынсен кулленхи пурнăçĕпе киленнĕ чух, пирĕн çумрах хăш-пĕр çемье тăтăш йывăр чирпе кĕрешет. Пирĕн ачасем ỹссе çитĕнсе çын пулса çитĕнỹсем тăвас, çемьеллĕ пулас ĕмĕтпе пурăннă чухне, вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсен пурнăçне пĕр куна та пулин тăсас, чунтан-вартан юратнă ачан куçĕнчен тепре те пулин пăхас, аллинчен тытас шанчăкпа пурăнаççĕ. Ырату пĕр саманта та пулин кайни темрен пысăк телей. Ашшĕ-амăшĕ чир пуррине пĕлнĕренпе мĕнле асап витĕр тухма тивнине Турă кăна пĕлет. Хăшĕ-пĕрин алли усăнать, пурăнас тĕллевĕ те çухалать. Шел, кун пекки те час-часах пулать.

Йывăр чирпе нушаланакансене патшалăх енчен те пулăшу пама тăрăшаççĕ. Районта çулсерен «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ йĕркелеççĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкĕ çулсерен вырăна юлнине те пĕлетпĕр. Çавна шута илсе районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева тăрăшнипе кăçал пуçтарăннă укçа-тенкĕн пĕр пайне онкологи чирĕпе нушаланакан ачана сиплеме уйăрнă. Питĕ вырăнлă пулăшу. Ыр кăмăллăх нихăçан та ан иксĕлтĕрччĕ.

В. Кудряшова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code