Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Грипран сыхланăр

Грипран сыхланăр

Çулсеренех кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ỹсет. Çак чирсене пуçарса яракансем — вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлинчен тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Çавăн пекех вируссем ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та лекеççĕ. Организма лекнĕ хыççăн, чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен, 2 кунтан пуçласа 4-5 кун та иртет.

Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем пĕр пекрех: ỹт температури ỹсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне япăх туять. Çапах та грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах кĕтмен çĕртен пуçланать, ỹт-пỹ температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарса каять, пуç, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй чакать. Каярахпа тин сăмса юхма пуçлать, ỹслĕк пуçланать. Пысăк температура 4-5 кун таранах е нумайрах та тытăнса тăрать.

Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах час-часах тата вăраха каякан чирсемпе аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.

Чирлес мар тесен кашни çыннăн хăйĕн тăрăшмалла, иммунитета çирĕплетмелле. Ăна вара пĕр уйăхра çирĕплетме май çук. Иммунитет çирĕп пултăр тесен кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

Грипран сыхланмалли чи лайăх мел прививка шутланать. Ăна чирленĕ вăхăтра тата аллерги паракан çынсене кăна тума юрамасть. Прививка тутарнисем гриппа нумайăшĕ чирлемеççĕ,чирлесен те ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вĕсем хушшинче чир шала кайса, ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем питĕ сахал.

Грипран прививка хальтерех, çанталăк сивĕтиччен тусан питĕ вырăнлă пулĕ. Çакă вăл эпидеми пуçланиччен иммунитета çирĕпленсе çитме май парать. Тата каласа хăвармалла: грипран прививкăна коронавирус инфекцийĕнчен сыхлакан прививкăпа пĕр кунта тума юрать.

Хальхи вăхăтра пур поликлиникăсенче те грипран та, коронавирусран та прививкăсем тăваççĕ. Прививка тутарма хăвăрăн поликлиникăна каймалла.

Елена ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code