Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Петр ТРЕМАСОВ, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи: «Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслерĕ»

Петр ТРЕМАСОВ, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи: «Кĕрхи кун ĕçченлĕхе тĕрĕслерĕ»

Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсем тухăçлă тыр-пул ăстисем пулнине республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Чи пĕлтерĕшли – пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкермесĕр кăтартусене çулран-çул ÿстерсе пыни. Виçĕмçул 60642 тонна /1 гектартан – 28,2 центнер/, иртнĕ çул 71117 тонна ?32,1 центнер/ тĕш тырă çапса тĕшĕлеме пултарнине пысăк çитĕнÿ вырăнне хурса хакларăмăр пулсан, кăçал пушшех тырă тухăçĕ – рекорд шайĕнче. 23400 гектар çинчен ăна пурĕ 80416 тонна пухса кĕртнĕ, ампар виçипе шутласан 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 36,2 центнерпа танлашнă. Елчĕк районĕнчи аграрисемпе тупăшма пултаракан Чăваш Енре урăх тупăнман. Çавна май район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçипе Петр Тремасовпа тĕл пулса сăмах пуçарни шăпах вырăнлă пулнине ăнлантăмăр. Пирĕн калаçу та, тĕпрен илсен, черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнчи уй-хир ĕçĕсем тавра пычĕ. Май пулнипе усă курса ял хуçалăх пайĕн ертÿçи 2021 çулхи тухăç никĕсне хывса хăварассинче палăртнă тĕллевсем епле пурнăçланине, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

– Çитĕнÿсен чикки çук, лайăхран лайăх ĕçлемелли майсем уçăлсах пынăн туйăнать. Эсир те, Петр Иванович, нумай çул ял хуçалăх отрасльне ертсе пырас ĕçре тимлекен çын, çапла шухăшласса пĕлсех тăратпăр.

– Тăрăшсан ĕç пулать. Уй-хир ĕçченĕ ырма пĕлмесĕр вăй хунин тивлетне кура килнĕ çитĕнÿсем кирек хăш çыннăн чун-чĕрине те савăнăç кÿме, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма вăй-хăват хушма тивĕçлĕ.

Ĕçри пултарулăхăн вĕçĕ-хĕрри çук, тени те тĕрĕсех. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсемшĕн çитĕнÿсене çывхартмалли çĕнĕ майсем тăтăш уçăлсах пыраççĕ. Пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланни çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума хистесе тăнине унчченхи çулсенчи тĕслĕхсем те уççăн çирĕплетсе параççĕ. Район историйĕнче кĕлетсене кăçалхинчен те ытларах – 83073 тонна тĕш тырăпа тултарни те пулнă. Уй-хир ĕçченĕсем 1982 çулта çывхартма пултарнă чи пысăк çитĕнĕвне ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва витĕр пĕлсе тăракан аслă ăру çыннисем астума кирлех.

– Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем вырмара ăмăртса ĕçленин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра хăшĕсене уйрăммăн аса илнĕ пулăттăр? Чи малти кам пулнине пĕлес килет.

– Тыр-пул пухса кĕртес ĕçре «Прогресс» АХО, сахал яваплă общество тытăмĕнчи «Авангард», «АСК-Яльчики», «Яманчурино», «Энтепе» ял хуçалăх организацийĕсем, «Сатурн», «Рассвет», «Комбайн» ЯХПКсем, Аслă Елчĕкри Владимир Чернов, Аслă Таяпари Тамара Васильева хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем чи пысăк тÿпе хывнине палăртатпăр. «Прогресс» АХОри çĕр ĕçченĕсем пÿлмесене пурĕ 9000 тонна яхăн тырă хывнă, çапла майпа вĕсем чи пысăк кăтартăва çывхартма пултарчĕç. «Яманчурино» /6400 тонна/, «Авангард» /5000 тонна яхăн/ ОООсен пÿлмисем те лăк тулли. 1 гектар пуçне тухăç илессипе «Рассвет» ЯХПК малта – 50 центнер ытла, «Авангард» ОООра вăл 50 центнера яхăн, «Прогресс» АХО, «Сатурн», «Комбайн» ЯХПКсенче, «АСК-Яльчики» ОООра 40 центнер ытла пулнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх апачĕ туса илес тĕллевпе çитĕнтернĕ ÿсен-тăран культурисен тухăçĕ те пысăк. Ахальтен мар фермăсенчи ĕне выльăха хĕл тапхăрĕнче тăрантарма кирлĕ таран утă-сенаж, силос хывса хăварнă. Вăл кашни выльăх пуçне 29 центнер апат единици чухлĕ тивĕçет.

– Районти тыр-пул ăстисем пысăк тухăç шантаракан кĕр тыррисене туса илесси çине те кашни çул уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал ку енĕпе лару-тăру епле?

– Çĕр çыннин тухăçлă ĕçĕ-хĕлĕ çанталăк условийĕнчен нумай килет. Кĕр тыррисене туса илессинче вара йывăрлăхсем çителĕклех. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хăйсем килĕшсе йышăннипе çирĕплетнĕ ĕç планĕсене кашни хутĕнче туллин пурнăçлаççĕ. 2021 çулхи тухăç никĕсне те 6915 гектар хывса хăварнă. Агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн чи лайăх вăхăтра акса хăварма ĕлкĕрнĕ «Авангард», «Яманчурино», «АСК-Яльчики», «Энтепе», «Урожай» ОООсенче, «Прогресс» АХОра, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсенче, Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче кĕр тыррисем лайăх аталанаççĕ.

Телее, кăçал кĕр тыррисем те тухăçлă çитĕннĕ. Уйрăмах кĕрхи тулă /унăн лаптăкĕ 4426 гектар пулнă/ тухăçлăхĕпе савăнтарчĕ. Ăна 1 гектартан ампар виçипе 45,2 центнер алла илнĕ.

– Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?

– Ял хуçалăх культурисенчен палăртнă чухлĕ тухăç алла илесси, чи малтан, пусă çаврăнăшне мĕнле йĕркеленинчен, акăнакан лаптăксен структурине лайăхлатассипе тимлесе ĕçлеме пĕлнинчен нумай килет. Çак тĕллеве асра тытма тăрăшни те ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пыма май парать. Тухăçлăха ÿстерессинче минераллă удобренисемпе, чи лайăх вăрлăхсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Кăçал та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене акăнакан кашни гектар пуçне 50 килограмм минераллă удобрени хывнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкăн çуррине ПР-2, супер элита тата элита репродукцири вăрлăхсемпе акса хăварнă.

Çĕре ĕçлесе хатĕрлессинче тăтăшах çĕнĕ технологисем вăя кĕни те уй-хирти ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлама майсем туса парать.

– Хальхи йышши технологисем тенĕрен, пирĕн республикăра ял хуçалăх техники туянма каякан тăкаксен 40 процентне патшалăх енчен субсиди шучĕпе саплаштарни те аграрисемшĕн пысăк çăмăллăх. Районти ял хуçалăх организацийĕсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ-и?

– Патшалăх пулăшăвĕ, чăннипех, курăмлă. Çакна кура хуçалăхсем кашни çул ытларах техника туянма кăмăл тăваççĕ. 2018 çулта – 61, 2019 çулта – 104, кăçалхи çак тапхăрта 126 единица чухлĕ техника кÿрсе килни те çакна уçăмлăн çирĕплетет. Иртнĕ çулхи 9 уйăхра туяннă ял хуçалăх техникишĕн хуçалăхсене 85 миллион та 478 пин тенкĕ каялла тавăрса панă. Кăçалхи çак сумма 112 миллион та 900 пин тенкĕпе танлашать.

Унсăр пуçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе сĕтлĕ ĕне выльăха тытса тăма, ĕне выльăх комплексĕсене модернизацилеме е вĕсене çĕнĕрен хăпартма республика хыснинчен хушма мерăсем йышăнни те ял çыннине малашлăха шанса пысăк ĕçе кÿлĕнме хистет.

– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн отчетлă тапхăрти кăтартăвĕсене уçăмлатма пулĕ-и? Фермăсене çĕнĕ условисенче ĕçлесе хатĕрлессипе çирĕплетнĕ инвестици проекчĕсем вăхăтра ĕçе кĕреççĕ-и?

– Кăçалхи 9 уйăхра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 2347,3 тонна аш-какай, 24725,5 тонна сĕт туса илнĕ – ума илнĕ тĕллевсене туллин пурнăçланă.

Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче ĕне выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 818 пуç ытларах пулнă. Ĕне выльăхсен хисепĕ ÿснине кура малашне аш-какай, сĕт туса илессин кăтартăвĕсем тата ытларах пуласса пĕлсе тăратпăр.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине малти вырăна хуракан «Эмметево» ОООра иртнĕ кунсенче сăвăнакан 200 пуç ĕне вырнаçакан /50 миллион тенкĕлĕх/ комплекс хута кайрĕ. Халĕ кунта ĕне выльăхсене те вырнаçтарнă. Паян-ыранах кунта ĕне выльăхсене вырнаçтармалла. «Труд» ЯХПКри фермăра та модернизаципе реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Александр Бикулов фермер çĕнĕ ферма проектне хатĕрленĕ. Строительство ĕçĕсене çуркунне пуçарма палăртнă.

– Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене извеçлесси – акшар чулĕн çăнăхĕпе пулăхлатасси пирки сахал мар сăмах. Районта ку тĕлĕшри ĕçсене мĕнле йĕркеленĕ?

– Паянхи кунччен 3000 гектара извеç çăнăхĕ сапса тăпрари йÿçĕклĕхе пĕчĕклетнĕ. Ку ĕç малалла пырать, çакăн валли кăçал çанталăк условийĕ те лайăх.

Лаптăксене извеç çăнăхĕпе пулăхлатассипе уйрăмах «Прогресс» АХО, Ленин ячĕллĕ, «Комбайн», «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсенче, Владимир Чернов, Борис Головин, Анатолий Петров, Юрий Тетмуков, Эдуард Волков хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче лайăх ĕçленине палăртатăп.

– Петр Иванович, каланă сăмахсем çумне тата мĕн хушнă пулăттăр? Ыран – ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ те.

– Уй-хирти ĕçсене вăхăтра тата чи пысăк пахалăхпа вĕçленĕ, пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессин планĕсене чыслăн пурнăçланă ятпа районти çĕр ĕçченĕсене, фермăсен коллективĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе мĕн пур специалиста чĕререн тав тунине пĕлтеретĕп. Уяв ячĕпе пурне те!

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code