Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чир-чĕр сарăласран хÿтĕлеççĕ

Чир-чĕр сарăласран хÿтĕлеççĕ

Августăн 31-мĕшĕнче ветеринари ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Ветеринари службин ĕçĕнчен тÿрремĕнех районти ял хуçалăх комплексĕ еплерех аталанасси килет. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе выльăх-чĕрлĕх хушшинче хăрушă чир-чĕр сарăласран, çынсене ересрен хÿтĕлеççĕ, ял хуçалăхне аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хываççĕ.

Районти ветеринари специалисчĕсем хушшинче чăннипех те ĕçе чунтан парăннă çынсем сахаллăн мар. Акă, Лаш Таяпари ветеринари участокĕнчи Светлана Сурковăпа Надежда Петрова ветфельдшерсен ĕç стажĕ пысăк – 26-18 çул пĕр улшăнмасăр вăй хураççĕ. Харсăрсен йышне нумаях пулмасть Любовь Пешкумова хутшăнчĕ. Вăл опытлă ĕçтешĕсенчен ырă тĕслĕх илет.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Пешкумова, С.Суркова, Н.Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code