Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăйсене пĕрлештермелле, ялан шыравра пулмалла

Вăйсене пĕрлештермелле, ялан шыравра пулмалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕнер Елчĕкре пулса курма кăмăл тунă. Вăл вырма ĕçĕсене анлăн пуçарса янă «Прогресс» АХО уй-хирĕсенче пулчĕ, скважинăсем шăратнă çĕрте усă куракан крахмаллă реагентсем тата ытти продукци туса кăларакан Елчĕкри «Промсервис» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, стадион пулнă вырăнти çăтмахри евĕрлĕ илĕртÿллĕ культурăпа кану паркне, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çывăхĕнче çĕкленекен стадион-площадкăна çитсе курчĕ. Вăл хăйпе пĕрле Елчĕке çумăр та «илсе килчĕ» – тахçантанпах çĕр пичĕ çине пĕр тумлам çумăр лексе курманччĕ…

Олег Николаевăн ĕç кунĕ калама çук тăкăс. Хальхи вăхăтра вăл тăтăшах республикăри районсене тухса çÿренĕ май пĕр кунра темиçе объекта çитсе курни ăна муниципалитетсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе уçăмлатма, çапла майпа Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене татса пама, паллах, малашлăхри тĕллевсене палăртма та пулăшмалла.

«Прогресс» АХОн Акчел ялĕ çывăхĕнчи хирĕнче Олег Николаева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Красновпа Юрий Попов, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов кĕтсе илчĕç. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама тытăннăранпа Олег Николаев Елчĕк районĕнче пĕрремĕш хут ĕçлĕ тĕл пулупа. Çакна кура уншăн кунта пур ыйту та кăсăклă пуласси малтанах паллă пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти аркану тапхăрĕнче те сыхланса юлнă, çакна кура хальхи вăхăтра усă куракан çĕр лаптăкĕсен калăпăшĕпе, выльăх-чĕрлĕх хисепĕпе илсен те районти чи пысăк ял хуçалăх предприятийĕнчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашма тăрăшрĕ. Урпа анине çапса тĕшĕлеме хутшăнакан, ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан хальхи йышши çĕнĕ комбайнсене курса савăнчĕ. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, малашлăхра та ял хуçалăх таварне туса илекенсен техника паркне çĕнетесси патшалăх умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăма тивĕçлĕ. Кăçалхи 6 уйăхра та Чăваш Енри аграрисем тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курса иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 3 хут ытларах, пурĕ 394 единица ял хуçалăх техники туянма пултарни – ырă пулăм.

Чăн-чăн пуçаруçă, Юрий Титов предприниматель теветкеллĕхне кура чĕрĕк ĕмĕр каялла йĕркеленнĕ «Промсервис» НПП» АОра пулса курнă хыççăн та республика ертÿçи кăмăллă пулни палăрчĕ. Елчĕкри çак предприятие хальхи вăхăтра республикăра анчах мар, çĕршывра та лайăх пĕлеççĕ. Кунта нефть тата газ комплексĕнче усă курма май паракан тĕрлĕрен продуктсем, сăрă çăратнă çĕрте усă куракан органобентонит, силикат тата гипс никĕсĕ çинчи ингибитор тата ытти туса кăлараççĕ. Туса кăларакан пĕтĕм продукцие «Газпром» СТО тытăмĕнче сертификациленĕ. Çĕнĕ производствăсене ĕçе кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна кура предприятире çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 40-е яхăн çын яланлăх ĕç вырăнĕ тупнă, вĕсене тивĕçлĕ шалу тÿлеççĕ. Туса кăларакан продукци пахалăхне тата ку чухне усă куракан чĕр тавар пахалăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе вырăнтах лаборатори уçма пултарни те пĕлтерĕшлĕ. «Промсервис» НПП» АОн район бюджетне йĕркелеме хутшăннин тÿпи те курăмлă.

Районти тĕп библиотекăра çавра сĕтел хушшинче пулса иртнĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин малашлăхра ĕçе кĕртме палăртакан комплекслă программăпа паллаштарчĕ.

Олег Николаев ĕçлĕ ушкăнри канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе çапла палăртрĕ: «Пурнăçлама пулакан курнăçлă плансем. Апла пулин те çак ĕçсене пĕрлехи вăйпа пурнăçламалла. Район, республика аталанăвĕ, коммерци проекчĕсем епле пурнăçа кĕресси те пĕтĕмпех хамăртан, хамăр вăйран килет».

Чăваш Республикин 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программинче промышленность тата агропромышленность паркĕсене, технопаркĕсене тăвассине ахальтен палăртнă-и; Агропарксем туни ял хуçалăх продукцине туса илессипе, ĕçлесе хатĕрлессипе тата вĕсене сутассипе çыхăннă проектсене пурнăçлама лайăх условисем йĕркелеме май парасса шанмалăх пур. Халĕ акă мĕнле: республикăра туса илекен ял хуçалăх таварĕсен пысăк пайне ĕçлесе хатĕрлеме ют регионсене леçме тивет. Вĕсемшĕн лайăх – туянакан хака та хăйсемех палăртаççĕ. Ял çыннин вара ирĕксĕр вĕсен куçĕнчен пăхма тивет мар-и; Малашне ял çыннин чун-чĕринче хăй туса илнĕ чĕр тавара хăйне тивĕçтерекен хакпа сутас шанăç çуралать. Олег Николаев район шайĕнче меллĕ пулма пултаракан проектсене пурнăçа кĕртме кирлине хистесех каларĕ.

ШУХĂШ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

– Елчĕк районĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе епле ĕçленине тишкернĕ май, район администрацийĕ хутшăннипе çирĕпленсе пыракан йĕрке республикăри ытти муниципалитетсемшĕн те усăллă пулма кирлине палăртатăп.

Çурт-йĕрлĕ пулас текен çынсене çĕнĕ вырăна çĕр лаптăкĕ уйăрса парас пулсан республика хысни, муниципалитет çине тиенекен шухăш та сахал мар: газ, электричество çитерес ĕçе, çулсем тума тата ыт. те хутшăнма тивет, çĕнĕ урамсем йĕркелеме акса-лартса илекен çĕр лаптăкĕ те сахал мар кирлĕ. Ун вырăнне Елчĕк районĕнче çурт-йĕр хăпартма çĕр уйăрса парас тĕллеве çăмăлрах мелпе усă курма пултарнине ырлатăп. Пушанса юлнă, пурăнман çурт вырăнĕсене хуçисемпе калаçса е хуçисем те çуккисен тĕлĕшпе суд урлă татăлса çак вырăна çĕнĕ хуçасене тĕпленсе пурăнма майсем туса параççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

/Малалли çитес номерте/.

Сăн ÿкерчĕкре: Олег Николаев «Прогресс» АХО уй-хирĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code