Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çавра сĕтел» тавра

«Çавра сĕтел» тавра

Çĕртме уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей вĕренỹ академийĕн академикĕ Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа Халăхсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн программипе килĕшỹллĕн Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вара «çавра сĕтел» йĕркелерĕç.

Аякри регионсенчен килекен ăсчахсене кунта пĕрремĕш хут кĕтсе илмеççĕ. Кашнинчех çĕннине куратăн, ăса хыватăн. Хальхинче вĕрентекенсем малтанах хăнасемпе пĕрлехи вăйă картинче юрă юрласа çаврăм хыççăн çаврăм турĕç. Çапла вара халăх педагогикинчи ăс-хакăлăн пĕр енне — фольклор пуянлăхне уçса пачĕç.

Паллă ентешĕмĕрĕн ĕçне хаклакансем — ăна пуç таякансем. Ош хулинчи патшалăх университечĕн доценчĕ, Г.Волков аспиранчĕ Абдыкерим Исаев (Кăркăсстан), Манчестер университечĕн магистрĕ, Красноярск крайĕнчи Хатанга поселокĕнчи учитель Зоя Ичин-Норбу, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх представителĕ, ăсчахăмăр çинчен кăларнă кĕнекесен авторĕ Геннадий Викторов, ЧППУ ученăйĕсем — Анатолий Никитинпа Тихон Сергеев, Шупашкарти 12-мĕш номерлĕ вăтам шкулти Анисия Игнатьева вĕрентекен тата ыттисем инçе çула кĕскетсе килнĕ май, кунта хăйсем академик «сывлăшĕпе сывланине» кăмăлтан палăртрĕç. Çаплах ĕнтĕ. Чаплă палăк, асăну хăми, тĕрлĕ стенд… кашнине хăйĕн патне туртрĕ мар-и? Вĕренекенсем Г.Волков калавĕ тăрăх пуканесемпе усă курса кĕске спектакль калăплани те ун патне çывхартрех пулĕ. Е тата Волковсен çемье музейĕпе паллашни…

«Çавра сĕтел» тавра вырнаçнă май, тĕл пулăва хутшăннисен аса илмелли, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртмалли сахал мар пулчĕ. Кăркăсстанри аслă шкул доценчĕ А.Исаев хăй вăхăтĕнче чăваш этнопедагогики Вăтам Ази ученăйĕсене те «вăратнине» пĕлтерчĕ. Пирĕн ентеш шкулĕ çине таянса унта кăркăс халăх педагогикине йĕркеленĕ. З.Ичин-Норбу физикăпа математикăна вĕрентет пулсан та, Геннадий Никандрович пуçласа хывнă ăслăлăха пысăка хурса хакларĕ. Хăй ирттерекен уроксенче тата класс тулашĕнчи мероприятисенче унăн ĕçĕсемпе анлăн усă курнине илтме питех те кăмăллă пулчĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие «5 баллов» муниципаллă управлени команди (Марина Чернова, Елена Никифорова, Анфиса Ефимова, Евгения Корнилова) тĕрлĕ слайд урлă мухтавлă ентешĕмĕр тата районти ытти паллă çынсен пултарулăхне уçса пачĕç.

Хăнасем Кени (ачалăхра çапла чĕннĕ Г.Волкова) çуралса ỹснĕ кил-çурта та çитсе курас терĕç. Кунта тахçанах никам та пурăнмасть, анчах унăн ăшши сивĕнмен-ха, хевти те туйăнать. Шкул коллективĕ, тăванĕсемпе кỹршĕ-арши академик сăпкине тирпейлĕхре тытса тăни куç кĕрет.

…»Çавра сĕтел» вĕçленчĕ. Хальлĕхе. Унăн малаллахи пайĕ, вĕрентекенсемпе шкул ачисен регионсем шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕ, юпа уйăхĕнче иртĕ. Аслă Елчĕксен ун чухне те хăнасене мĕн кăтартмалли пулатех.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code