Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Мария Муратова палăрнă

Мария Муратова палăрнă

Республикăри ачасен «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» 4-мĕш конкурсĕ икĕ тапхăрпа иртнĕ.

Малтанах шкул ачисем хăйсен ăсталăхĕпе тăватă район хушшинче паллаштарнă. Унта çĕнтернисем конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă. Елчĕкри искусство шкулĕнче тĕрлеме вĕренекен Мария Муратова Шупашкара кайма тивĕç пулнă. Вăл конкурса чăваш тĕррипе тĕрленĕ икĕ салфетка тăратнă. Çавăн пекех унăн палăртнă вăхăтра хĕвел символикине канва çинче тĕрлемелле пулнă. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа Мария III степень лауреат пулса тăнă.

Республикăри çамрăк маçтăрсене Пĕтĕм Раççейри ачасен пĕрремĕш фольклориадин концертĕнче чысланă. Хĕр ачан преподавателĕ Римма Парферьева фольклориадăна хутшăннисен умĕнче чăваш тĕррине тĕрлес енĕпе мастер-класс кăтартнă.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Муратова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code