Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЮХТĂРАХ ТĔНЧИПЕ ТĂНĂÇ ПУРНĂÇ ЮРРИ

ЮХТĂРАХ ТĔНЧИПЕ ТĂНĂÇ ПУРНĂÇ ЮРРИ

Хĕвелтухăç енчен хĕрелсе, саралса
Ирсерен тухтăрах çут хĕвел çĕн кунпа.
Кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри шăранса
Вĕçтĕрех вăрмансем, уй-хирсем çийĕпе.

Садсенчи ялкăшса çунакан чечексем
Ỹсчĕрех юмахри пек асамлăх кỹрсе.
Урамра вылякан ачасен сассисем
Савăнтарччăр куллен чунсене ăшăтса.

Тỹпери тап-таса кăпăшка пĕлĕтсем
Ишчĕрех ярăнса лăпкă пурнăç парса.
Çĕр анне чĕрçине ерипен шăварса
Çутăрах ăшă çумăр çỹлтен чашлатса.

Çич тĕспе çуталса мир ялавĕн палли
Тухтăр çумăр иртсен пĕкĕ пек авăнса.
Юхтăрах тĕнчипе тăнăç пурнăç юрри
Халăхсем хушшинчи туслăха вăйлатса.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code