Асран кайми ачалăх кунĕсем —
Телейлĕ те асамлă вăхăтсем.
Çулсеренех юлаççĕ хыçала,
Текех килеймĕç ĕнтĕ каялла.
Ачалăхăн яваплă хуçисем —
Чунтан юратнă аттепе анне.
Куç шăрçи пек упраç «чĕпписене»,
Параççĕ пĕтĕмпех чун ăшшине.
Ача-пăча ỹстернĕ вăхăтра
Пулаççĕ сахал мар йывăрлăхсем.
Пепкийĕсем чирленĕ хушăра
Вутпуççи пек çунаççĕ чĕрисем.
Тĕрекленсен, çунатсене сарсан
Вĕçсе каятпăр ăшă йăваран.
Пурнăç çулĕпеле утнă чухне
Атте-анне парать пулăшăвне.
Атте-аннерен хакли урăх çук.
Хисеплер те упрар пурăннă чух.
Вăй-халсем чаксан юнашар пулар.
Ватлăхри кунсене асапсăр тăвар.
Пурнăçран кайсан та вилмеççĕ вĕсем,
Пирĕнпех юлаççĕ таса чунĕсем.
Çут çăлтăр пулса çунаç тỹпере,
Хăш чух курăнаççĕ пире тĕлĕкре.

