Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество ĕçĕнче те малти

Общество ĕçĕнче те малти

Мария Ястребова 1923 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Акчел ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Нумай ачаллă çемьере вăл 1 хĕр пулнă /11 пĕртăван/. Вĕсенчен 5 ывăлпа 1 хĕр сывă çитĕнеççĕ.

1929 çулта вĕсен çемйи Мускава куçса каять. Вăрçă пуçланнине пĕлсен Марийăна амăшĕпе пĕрле каялла тăван ялне таврăнма лекет. 5 ывăлĕ вăрçа тухса каяççĕ.

1942 çулхи октябрь уйăхĕнче районти çар комиссариачĕ 12 хĕр-тантăша фронта ярать. Мускав облаçĕнчи Химки хулине 200 яхăн хĕр упраç пуçтараççĕ. Вĕсенчен 30-шне зенитчиксен батальонĕнче вĕренме суйлаççĕ.

Присяга тытнă хыççăн вĕсен çар пурнăçĕ пуçланнă, тĕрлĕ хĕç-пăшалпа усă курма вĕрентнĕ.

Декабрь уйăхĕнче Елчĕк хĕрĕ фронта кĕрет: 577-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче разведчица пулса çапăçать. Вĕсен тĕллевĕ – тăшман самолечĕсене «шыраса» тупасси, мĕнле самолет, епле хăвăртлăхпа, ăçтан вĕçсе килнине вăхăтлă пĕлтерсе тăрасси.

«Çыхăну линийĕ татăлнă самантсенче кунне темиçе хутчен те юсама лекетчĕ, – аса илнĕ хăй вăхăтĕнче связист тивĕçне те пурнăçланă ветеран. – Питĕ ывăнаттăмăр, çиме çăкăр та çукчĕ. Çĕр пÿртре хамăр çири шинельпе витĕнсе çывăраттăмăр.

Темле йывăр пулсан та чăтнă, Çĕнтерÿ çывхарса килессе куç пек кĕтнĕ. Çак кун çитрĕ-çитрех. Эпир киле таврăнтăмăр».

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн М.Ястребовăна II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, чылай медальпе чысланă.

Вăрçă хыççăн Мария Васильевна юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçе хутшăннă. Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи ача-пăча техника станцийĕн пуçлăхĕ, Чăваш радиовĕн уполномоченнăйĕ, «Колхоз ялавĕ» /халĕ «Елчĕк ен»/ хаçат редакцийĕн литература сотрудникĕ, Акчелти вулавăш çурчĕн заведующийĕ, Патреккел халăх хорĕн хормейстерĕ, Елчĕк ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулса ĕçленĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ ентешĕмĕр общество ĕçĕнче те яланах пуçарулăхпа палăрнă. Вăл мире хÿтĕлекенсен районти комитетне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче те унăн тÿпи питĕ пысăк. 2007 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ.

О.КУЗЬМИНА,
Елчĕкри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code