Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыран – сывлăхпа спорт кунĕ

Ыран – сывлăхпа спорт кунĕ

2014 çултанпа Чăваш Енре «Сывлăхпа спорт кунĕ» акци ирттереççĕ.

Çак кун республикăра пурăнакансем бассейнсене, спорт лапамĕсене, тренажер залĕсене тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ.

Кăçал та, сывлăхпа спорт кунĕсене, ытти çулсенчи пекех, шăматкун йĕркелеççĕ. Ыран «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене хăйĕн патне йыхравлать. Малашне сывлăхпа спорт кунĕсене февралĕн 12, мартăн 26, апрелĕн 23, майăн 21, июнĕн 25, июлĕн 23, августăн 20, сентябрĕн 17, октябрĕн 22, ноябрĕн 19, декабрĕн 17-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code