Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елизавета – республика призерĕ

Елизавета – республика призерĕ

Республикăри ачасен «Манăн çемьен /шкулăн/ гербĕ» геральдика ÿкерчĕкĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Ăна Чăваш Енри халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕн, Шупашкар хула гербĕпе ялавĕн авторĕ Элли Михайлович Юрьев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа ирттернĕ. Унта 5-16 çулсенчи хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче, вăтам шкулсенче вĕренекенсем 152 ĕç тăратнă.

Конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăх туптакан Елизавета Мурзакаева та хутшăннă. Вăл хăйсен çемйин гербне ÿкерсе II степень лауреат дипломне тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Мурзакаевăна чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code