Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче Чăваш кĕнеке издательстви кашни çул ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинчи конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă.

Малтан сăмах илнĕ кĕнеке издательствин ача-пăча пайĕн редакторĕ Ольга Федорова тата библиотека ертÿçи Тамара Григорьева ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ялсенчи тата хулари вулавăш ертÿçисене ачасене кĕнекене юратма вĕрентнĕшĕн, ачасемпе çамрăксен тавракурăмне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă.

Асăннă конкурс кăçалхипе 10-мĕш хут, 4 номинаципе иртнĕ. Унта 4 çулхи ачаран пуçласа аслă ăру çыннисем таранах хутшăннă. Шăмалак ялĕнчи вулакансем, вĕсемпе пĕрле Венера Усанова библиотекарь те конкурсăн «Манăн юратнă кĕнекен хăйне евĕрлĕхĕ» номинацие хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кĕнекесене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса парса вăл çĕнтерÿçĕ Дипломне илме тивĕçлĕ пулнă. «Юратнă кĕнекери чи кăмăла кайнă сăнар» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк вара /авторĕ – Вероника Усанова/ номинацире I степень Диплома тивĕçнĕ. Вероника, чăннипех, пултаруллă хĕр ача. Шăмалак шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекенскер нумай кĕнеке вулать, вулавăшра тата онлайн мелпе йĕркелекен Раççей, халăхсем хушшинчи, республика шайĕнчи тĕрлĕ олимпиадăсене, конкурссемпе акцисене хутшăнса ăс-тăнне аталантарать. Яланах çĕнтерÿçĕсем хушшинче курма пулать ăна.

Шăмалакри вулавăш ертÿçи Венера Усанова та, чун-чĕрипе хăй ĕçне парăннăскер, çынсене кĕнекепе туслă пулма чĕнет.

– Кĕнеке – чун сиплевĕ, ырă кăмăл-туйăм çуратакан çутă шевле, – тет вăл.

Сăн ÿкерчĕкре: Вероника Усанова /варринче/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code