Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви ĕне, качака, сурăх сĕтĕнчен юр-вар хатĕрлекенсене субсиди пама суйласа илмелли конкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Заявкăсене августăн 8-мĕшĕнчен пуçласа йышăнаççĕ.
Вĕсене 25,9 миллион тенкĕ пама пăхса хăварнă. Субсидие уйăрнă чухне министерство хатĕрленĕ ставкăна — кашни тонна чĕрĕ сĕтрен юр-вар туса кăçал курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине тĕпе хураççĕ.

