Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕре ыйтнипе

Чун-чĕре ыйтнипе

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый 2023 çулхи пĕрремĕш анлă канашлăва çĕнĕ тытăмри ертỹçĕсемпе — округ тата территори пайĕсен начальникĕсемпе пуçларĕ. Унăн ĕçне яланхиллех учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

…Вăрăм кану кунĕсенче шартлама сивĕ тапхăр пулнăран, канашлу пуçламăшĕ авари службисен ертỹçисен отчечĕсемпе çыхăнчĕ. Тỹрех палăртас пулать: чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухман, куллен тĕл пулакан пĕчĕк кăлтăксене вара çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă.

Каникулта халăхăн канăвне йĕркелесси те тĕп вырăнта пулнă. Ун пирки округăн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн начальникĕ Марина Демьянова каласа пачĕ. Çĕнĕ çул умĕн те, каярах та районти культура çурчĕсемпе библиотекăсенче курăмлă мероприяти сахал мар ирттернĕ. Хăшĕ-пĕрисене («Ĕмĕтри елка», «Ачасене — шоколад» акцисем) Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округри депутатсем те активлă хутшăннă.

Культура учрежденийĕсенчи «Раштав вулавĕсем», «Пĕрремĕш вулакан» акцисене, литература тата юмах каçĕсене, пултарулăх конкурсĕсене, тĕрлĕ мастер-классене… халăх уйрăмах килĕштернĕ.

— Пĕлетĕп: кашни территори пайĕсенчи культура учрежденийĕсен ятарлă концерт программи пур. Унпа пĕр хутчен кăна вырăнти халăх умне тухнипе çырлахмалла мар, — отчета тишкернĕ май сĕнỹ пачĕ Леонард Васильевич. — Пĕр-пĕрин патне çỹремелле. Юрă-ташă тата та çывăхлатать çынсене.

Ку тĕлĕшпе Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕ çумĕнчи Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ ырă тĕслĕхпе палăрать. Хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсем кĕске хушăра Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Элекçей Тимеш ялĕсенче пурăнакансене икĕ сехетлĕх концертпа савăнтарнă.

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов спортпа сывлăх вунă кунлăхне пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта 5 тĕрлĕ спорт тĕсĕ ытларах «пуç пулса» тăнă пулсан, кусенчен те массăлăхпа уйрăлса тăни — мини-футбол. Юстици лейтенантне Владислав Лепешкина асăнса ирттернĕ черетлĕ турнирта çеç ултă муниципаллă округран килнĕ 17 команда вăй виçнĕ.

Декада тапхăрĕнче 7 вĕренỹ организацийĕнче «Каникулта — ГТОпа» акци пуçарнă май, вĕсене 80 çын хутшăннă.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси çине, пытармалли çук, территори пайĕсенче тĕрлĕрен пăхаççĕ. Вĕсем — кану кунĕсенче пач лăпкăлăха путнисем те, ячĕшĕн пĕрер мероприятипе çырлахнисем те, ял çыннисене чăн-чăн уяв туса панисем те.

Лайăх тĕслĕх вырăнне кашни çулах Кĕçĕн Таяпасене палăртаççĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов тата ытти хастарсем спортзал çуккишĕн кулянса лармаççĕ, тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва культура çуртĕнче е урамра йĕркелеççĕ. Ачасемпе çамрăксем валли кăна мар, аслă ỹсĕмрисем валли те. Декадăра, акă, кунта урамрах «Хаваслă стартсем» ирттернĕ, ФАП заведующийĕ Валентина Головина «Скандинави утти» темăпа мастер-класс ирттернĕ май ушкăнпа «сывлăх çулĕ» çине тухнă. Культура çуртĕнче 4 тĕрлĕ спорт мероприятийĕ те нумай çынна пуçтарнă.

Сăмах май каласа хăварасах килет: район хаçачĕн телеграм-каналне тытса пынă май, округри нумай организаци хыпарĕсене вырнаçтаратпăр. Ку ĕçе министерство тăтăшах тишкерет те. Çуллахи вăхăтра территори пайĕсен сайчĕсемпе паллашсан чылай культура учрежденийĕнче шăплăх хуçаланни курăнатчĕ пулсан, Кĕçĕн Таяпасем вара пĕрмаях ачасемпе йĕркеленĕ пысăк мероприятисем пирки хыпарсем лартатчĕç. Культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Понкратьева, Наталия Муллина культорганизатор, Светлана Агеева библиотекарь общественность çине таянса тимленипе, вырăнти территори пайĕ пĕлсе ертсе пынипе ĕçсен ăнăçлăхĕ куç кĕретех. Кĕçĕн Таяпасем мероприятисене нихăçан та ячĕшĕн мар, кăмăл-туйăм, чун-чĕре ыйтнипе йĕркелеççĕ…

Часах Кăшарни çитет, çавна май Леонард Левый шыва кĕмелли ятарлă вырăнсене маларах хатĕрлемелли, унта илсе пыракан çулсене юртан хырса тасатмалли, дежурство йĕркелемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code