Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлĕ визитпа

Ĕçлĕ визитпа

Виçĕмкун Елчĕк муниципалитет округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулнă.

Округ администрацийĕнче вăл муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулнă май, халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрăн çĕнĕ пуçлăхĕпе — Владимир Федоровпа паллаштарнă. Владимир Николаевич хăйĕн ĕç биографине Патăрьел районĕнчи Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен пуçланă. Икĕ аслă пĕлỹ илнĕ.

Тĕл пулура министрпа округ пуçлăхĕ çавăн пекех социаллă контрактпа килĕшỹллĕн граждансене патшалăх пулăшăвĕ парас, ĕçпе тивĕçтерес, ачаллă çемьесене пулăшас, социаллă центр тытăмĕн ĕçне цифровизацилес ыйтусене тишкернĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code