Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енри АПК продукцине – экспорта

Чăваш Енри АПК продукцине – экспорта

2018-2024 çулсенче Раççейре «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланмалла.

РФ Ял хуçалăх министерствинче АПК продукцине экспорта ярассин малашлăхне сÿтсе явнă май иртнĕ çул Раççей АПК продукцине экспорта ăсатнипе 30,7 млрд тенкĕлĕх тупăш илнине палăртнă. Çакă 2019 çулхипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. АПК продукцине экспорта ăсатни патшалăх пулăшăвĕпе усă курма, çĕнĕ рыноксем уçма май парать. Иртнĕ çул пандемие пăхмасăр министерство вырăнти продукцие ют çĕршыва ăсатассипе лайăх ĕçленĕ. Пурĕ 24 çĕршывпа 38 тĕрлĕ продукци сутма килĕшÿ тунă.

Чăваш Енре те 2013 çултанпа агроэкспорт калăпăшĕ 3 хутчен ÿснĕ. Агропромышленность комплексĕн таварĕ экспортра 13 процент йышăннă. Экспорта аш-пăш, сĕт юр-варĕ ытларах ăсатнă.

Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче республикăри агропромышленность комплексĕн продукцине 2,77 млн тенкĕлĕх экспорта янă. Çав шутра тырă, аш-какай, сĕт юр-варĕ, тирпейлесе хатĕрленĕ продукци. Тĕслĕхрен, чăх урипе çуначĕ Китай çĕршывне кайнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăтарту 4,6 хутчен ÿснĕ. Çак тапхăрта ют çĕршыва хăмла пучахне – 10,2, тулă, тулăпа урпа хутăшне – 5, йĕтĕн вăрлăхне 2,6 хут ытларах ăсатнă. Унсăр пуçне, тымар çимĕç, утă, тутлă кăшман та сахал мар сутăнать. Апла пулсан, Чăваш Ен продукцийĕн пахалăхĕ туянакансене тивĕçтерет. ЧР Ял хуçалăх министерствинче агроэкспорта аталантарма республикăра ял хуçалăх продукцине ĕçлесе хатĕрлекен, ăна вăрах вăхăт упрама май паракан производство йĕркелеме те палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code