Хĕрарăм телейлĕ çемье çавăрсассăн,
Ялан савнă мăшăр пулсан юнашар,
Тăван ашшĕ-амăшĕ сывă пулсассăн,
Кал-кал ĕç пырсан, ĕçлесессĕн вăр-вар.
Хĕрарăм телейлĕ ача çуратсассăн,
Илтсессĕн пĕрремĕш «анне» тенине,
Çумра пепкине хытă çупăрласассăн,
Утсассăн пĕрле ирсерен шкул енне.
Хĕрарăм телейлĕ çемье пухăнсассăн,
Хавассăн ларсассăн сĕтел хушшине,
Кашнин куçĕнче савнăç хĕмĕ курсассăн.
Мĕн кирлĕ-ши урăх анне чĕрине?
Хăруш вăхăтра эс, хĕрарăм, телейлĕ
Ачу, мăшăру вăрçăран таврăнсан.
Пуласчĕ, хĕрарăмсем, пурте телейлĕ.
Илесчĕ кĕтсе арçынсе вăрçăран.
Галина ВАСИЛЬЕВА.
Тип Тимеш ялĕ.

