Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Харсăр çемьесем

Харсăр çемьесем

Анатри Тимеш ялĕнче çуралса кунтах ÿссе çитĕннĕ икĕ çамрăк çемье – Гавриловсемпе Соловьевсем – колхозсем саланнă хыççăн çухалса каймарĕç. Пĕрле канашласа ялта пушă ларакан лаша витине арендăна илсе ĕне выльăх усрама тĕв турĕç. Унтан харсăрсене ял çыннисем хăйсене тивĕçекен çĕр лаптăкĕсене арендăна пачĕç. Тăрăшуллă арçынсем тыр-пул, пахча çимĕç тата ытти ÿсен-тăран культурисене туса илме шухăшларĕç. Малтанхи çулсенче хăяр, купăста, çĕрулми çитĕнтерчĕç.

Паллах, выльăх-чĕрлĕхе утă-улăмсăр усрама май çук. Çакна шута илсе вĕсем нумай çул ÿсекен культурăсем акса хăварчĕç. Халĕ вара вĕсем хăйсене кăна мар, ял халăхне те утă-улăмпа тивĕçтерсе тăраççĕ.

Çулсем иртнĕ май выльăх йышне ÿстернĕрен фермăна аслăлатса çĕнетрĕç. Стройка, юсав ĕçĕсене хăйсен çемйисемпе, тус-юлташĕсемпе тата тăванĕсемпе пурнăçларĕç. Олег Гавриловпа Александр Соловьев хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йĕркелесе пĕрре те йăнăшмарĕç.

Ÿркенмен çемьесем – Олег Верăпа, Александр Иринăпа ир-ирех тăрса выльăх-чĕрлĕх патне васкаççĕ. Вĕсем ĕçе пуçăннă вăхăтра хăш-пĕр ял çынни тутлă ыйхăран та вăранмасть.

Икĕ мăшăр та ачисене аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Гавриловсен икĕ хĕрĕ хăйсене килĕшекен профессие алла илсе анлă пурнăç çулĕ çине тăнă. Ывăлĕ ашшĕн çăмăл мар çул-йĕрне суйланă. Вăл Шупашкарти аграри университетĕнче пĕлÿ илет.

Соловьевсен ывăлĕсем те ял хуçалăх ĕçне кăмăллаççĕ. Виççĕшĕ те ачаран техникăпа туслă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ Дмитрий, хăй Шупашкарта тĕпленнĕ пулсан та, ашшĕ-амăшне пулăшма яланах хатĕр. Александр та çемйипе Шупашкарта пурăнать. Тăтăшах тăван ялне килсе çÿрет. Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕскер çĕр ĕçĕнчен аякка пăрăнмасть.

Андрей те пĕчĕккĕллех ĕç çумне çыпăçнă. Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра та уроксем хыççăн яланах уй-хире е трактор паркне васкатчĕ. ДТ-25 тракторпа утă çулнă, пуçтарнă…

Ĕçчен çемьесене ял-йыш хисеплет. Мĕншĕн тесен вĕсем тăван ялшăн тĕрев пулса тăраççĕ.

Илья КОРНИЛОВ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсен уйрăмĕнче пурăнакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code