Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Апрелĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Совет çарĕсем Словаки хулине – Братиславăна – нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă.

Апрелĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Василевский маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Хĕвел тухăç Пруссин тĕп хулине – Кенигсберга штурмпа илнĕ.

Апрелĕн 10-мĕшĕ. Çак кун Малиновский маршал ертсе пынипе Совет çарĕсем Одессăна фашистсенчен хăтарнă.

Апрелĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Толбухин маршал ертсе пынипе пирĕн çарсем Австрин тĕп хулине – Венăна – нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă.

Апрелĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Берлина тытса илес тĕллевпе стратегиллĕ операци пуçланнă, вăл майăн 8-мĕшĕччен пынă.

Апрелĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1242 çулта Александр Невский кнеç çарĕ Чуд кÿллинче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code