Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Газ кĕртни ял сăн-сăпатне тĕпрен улăштарнă

Газ кĕртни ял сăн-сăпатне тĕпрен улăштарнă

(Елчĕк районне çутçанталăк газĕ çитнĕренпе 20 çул)

Хальхи çамрăксемшĕн килте çутçанталăк газĕ çунни ĕмĕр-ĕмĕрĕпех çапла пулнă пек туйăнать. Каç выртсан та, ир тăрсан та килте ăшă. Анчах икĕ теçетке çул каяллах ялти пурнăç пачах урăхлаччĕ. Хĕлле кашни кун кăвак çутă киличченех вутă е çĕр кăмрăкĕ илсе кĕмеллеччĕ, кăмакаран кĕлне кăларса çĕнĕрен чĕртсе ямаллаччĕ, чукунпа е хуранпа апат-çимĕç пĕçермеллеччĕ.Çунтармалли материалĕсене тупасси тата мĕнле пысăк йывăрлăх пулнă ĕлĕкрех! Халĕ, ав, кил-çурта ăшăтма тата апат-çимĕç пĕçерме кăна мар, «кăвак çулăма» теприсем мунча хутма та меслетлеççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсене, учрежденисемпе организацисене ăшăпа тивĕçтерес ĕçре мĕн чухлĕ йывăрлăхсем тухса тăратчĕç тата! Çак нушасем халĕ историне тăрса юлчĕç.

Çывăх кунсенче Елчĕк районне çутçанталăк газне илсе çитернĕренпе 20 çул çитет. 2002 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Таяпа Энтри çывăхĕнчи АГРСра сумлă лару-тăрура «кăвак çулăм» çутнă. Паян эпир вулакансене çав тапхăрта районта туса ирттернĕ пысăк ĕçсем çинчен кĕскен паллаштаратпăр.

«Районăн çĕнĕ пуçлăхне Николай Петрович Миллина 2001 çулта ĕçе пуçăннă чухне пуринчен те ытла пăшăрхантараканни — района халиччен те çутçанталăк газĕ çитменни. Республикăра ку ĕçе 1994 çултах пуçланă. Чылай районта курăмлă ĕçсем тунă та ĕнтĕ. Сăмахран, Шăмăршă районĕнче тахçанах ял çыннисем «кăвак çулăм» ырлăхĕпе усă кураççĕ. Кỹршĕллĕ Пăва тăрăхне газ кĕртсе пĕтерни пирки калаçма та кирлĕ мар. Пирĕн республикăра вара газ пăрăхне хуманни пĕр Елчĕк районĕ кăна тăрса юлнă.

Кунта çакна каласа хăвармалла: газ ыйтăвĕпе унчченхи район пуçлăхĕсем пач ĕçлемен темелле мар. Икĕ-виçĕ çул каялла районăн хĕвелтухăç чиккинче ларакан Аслă Елчĕк ялне Пăваран пăрăхне хурса килнĕ. Кунта газа пайласа валеçекен пункт (газораспределительный пункт — ГРП) та лартнă. Анчах вăл пĕр урама е 10-15 киле кăна çитнĕ. Çакăнпа ĕçсем чарăнса ларнă. Пăрăхсенче газ пусăмĕ сахал пулнă-мĕн. Ку ăнланмалли япала ĕнтĕ. Тутарсем чи малтан хăйсем пирки шухăшлаççĕ.

Елчĕкре мана Николай Петрович Миллинпа курса калаçма тиврĕ. Çирĕм çула яхăн район пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăл. Ун пек вăрăм ĕмĕрлĕ ертỹçĕсем республикăра питĕ сахал. 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче контракт срокĕ тухнă. Утмăл пиллĕк тултарнă хыççăн ăна малалла тăсман. Халĕ вăл хăйĕн ĕлĕкхи «Прогресс» хуçалăхне каялла килнĕ — директор çумĕ. Пирĕн сăмах газификаци пирки пуçланчĕ.

— Çĕнĕ ĕçе куçнă хыççăн районти лару-тăрăва тĕпченĕ май эпĕ район администрацийĕн строительство тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнчен Ястребовран пирĕн районта хăçан газ килесси çинчен ыйтрăм, — аса илет Николай Петрович. — Çакскер хулне кăлт хускатса илчĕ те «Пĕлместĕп» тесе тавăрчĕ. Çак ыйту çине районти культура пайĕн заведующийĕ е ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ çапла хуравланă пулсан, тĕлĕнмелли çукчĕ. Вĕсен — хăйсен тĕллевĕсем. Кунта вара строительство (пĕлетпĕр ĕнтĕ, газификаци вăл хăй аслă стройка) ыйтăвĕпе районта ĕçлекен пĕртен-пĕр пай начальникĕ, вăлах район пуçлăхĕн заместителĕ, нимĕн те ăнкармасть. Çакă мана тарăхтарсах ячĕ. Çаплах лăпкăн пурăнсан, пирĕн пата нихçан та газ çитес çук. Кун пек çынпа текех пĕрле утаймастăн, тесе шутларăм вара çакăн хыççăн…

Апрель варринче Елчĕк хатĕрлев кантурĕн директорне Илья Васильевича район администрацине чĕнтерчĕç. Николай Петрович пĕччен мар. Кĕçĕн сĕтел хушшинче унăн пĕрремĕш çумĕ Петр Алексеевич Ефимов та вырнаçнă. Вăл та çĕнĕ чиновник, çĕнĕ команда членĕ, маларах — районти «Сельхозтехника» уйрăмĕн управляющийĕ. Чăн малтанхи ыйту: «Ĕçсем мĕнле пыраççĕ?»

Илья Васильевичăн хуравĕ паллă. «Ĕç укçине вăхăтра паратпăр. Парăмсем çук. Хатĕрлев планĕсене тултаратпăр. Тавар çаврăнăшĕ ỹссе пырать Йывăрлăхсем пур, паллах. Анчах вĕсене татса пыратпăр…»

— Илья Васильевич, сана эпир аван пĕлетпĕр, — яланхи пекех кашни сăмаха пусарса калаçать район пуçлăхĕ. — Пире шăпах хастар çынсем кирлĕ. Сана администрацин капиталлă строительство пайĕн начальникĕн вырăнне сĕнетпĕр. Эсĕ институтра ятарлă факультет пĕтернĕ, строитель инженерĕ. Ертỹçĕ опычĕ пур…

Районти потребительсен обществин хатĕрлев кантурĕн директорĕнче И.Кузнецов ĕçленĕ тапхăрта вĕçĕмсĕр райпо председателĕсем улшăнчĕç. Çулталăк иртет-и, иртмест те-и, çĕнĕ пуçлăх килет. Хальхи — тăваттăмĕш. Райпо хăй те аран-аран кăна сывлать. Пĕринче Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ килсе Илья Васильевича райпона ертсе пырас пирки калаçтарчĕ. Шарт та март пулчĕ ун чухне вăл: «Хăвăрах суйласа тупса лартнă, хăвăрах шырăр урăх çĕрте!»

— Мана кунта та килĕшет-ха, — хирĕçлесе пăхрĕ район пуçлăхĕ умĕнче те Илья Васильевич. — Хăнăхса çитнĕ. Икĕ алла пĕр ĕç.

— Коопзаготпрома эсĕ аван çĕклерĕн. Анчах пурнăçра ку кăна сахал. Халĕ районшăн та ĕçлеме вăхăт, — хăйĕннех перет Николай Петрович.

— Килĕшмелле, шăллăм, — калаçăва хутшăнать пĕрремĕш заместитель те. — Пĕрле ĕçлетпĕр.

Кунта ĕнтĕ текех ашак пек кутăнланса тăма çук. Пỹлĕмрен Илья Васильевич çапла çĕнĕ «портфельпе» тухрĕ. Район пуçлăхĕн хушăвĕпе халĕ çĕнетнĕ пай туса хунă — администрацин строительство, газификаци, çурт-йĕр тăвас, çурт-йĕрпе пурăнмалли хуçалăх пайĕ. Халĕ унăн начальникĕ — И.Кузнецов. Вăлах район пуçлăхĕн çумĕ те. Н.Миллин юлташ пусарсах çакна çирĕплетрĕ. Пай ятĕнче газификаци сăмах иккĕмĕш вырăнта тăрать пулсан та, вăл малта пулмалла! Районта газификаци туса пĕтериччен!

Çапла пĕр шутламан-туман çĕртен Илья Васильевич кун-çулĕ çĕнĕ тапхăра кĕрет. Хăратать те, пăшăрхантарать те вăл. Тĕнче чухлĕ ыйту тухса тăрать. Ăçтан пуçламалла, мĕнрен тытăнмалла çав газификаци текеннине?

Пĕтĕм яваплăха хăй çине илтĕр, ыйтусене хăвăрт та тухăçлă, васкавлă татса патăр тесе Н.П.Миллин ăна район администраци пичечĕн дубликатне те тыттарать, ун ячĕпе документсем çине алă пусма полномочи парать.

Кирек епле строительство ĕçĕ те проектпа смета документацинчен пуçланать. Пилĕк-ултă çул каялла çутçанталăк газĕ кĕртме тутарнă хутсем халĕ пĕтĕмпех кивелнĕ. Унтанпа çĕнĕ требованисем пурнăçа кĕнĕ, ĕçсен, материалсен хакĕсем урăх… Елчĕке тỹрĕрех килмелли газ магистраль çулĕ те улшăннă: ăна халĕ Комсомольскинчен Патăрьел енне пăрса янă. Районта АГРС лартмалли вырăн та уçăмлă мар. Юрать-ха, администрацин строительство пайĕпе тỹрремĕнех ĕçлекен республикăри Строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Филатов Елчĕк районĕн администрацийĕн çĕнĕ çыннине кăмăллăн йышăнчĕ.

Вăл пысăк опытлă строитель, проектант, архитектор, вăхăтĕнче республикăри чи пысăк проект институтĕнче вăй хунă, хăй паллă проектсем тунă.

Министр тата унăн çумĕсем, ытти яваплă специалистсем патне кун сиктерсе те кайса çỹреме тивнĕ. Илья Васильевич паян та ăна çав кăткăс самантсенче ырă канашсем панăшăн, пулăшса тата хавхалантарса пынăшăн чĕререн тав тăвать.

Елчĕкелле каякан магистраль газ пăрăхĕн проектпа смета документацине Чулхулари «Гипрогазцентр» институтра хатĕрлеççĕ. Проектăн тĕп инженерĕн вун-вун ыйту: ку организаципе килĕшсе татăлмалла, çав учрежденинчен ирĕк паракан хутсем илмелле, лерен тата темтепĕр кирлĕ. Вĕсене тупса хатĕрлеме татах унта та кунта чупмалла, ыйтмалла, васкатмалла. Çав тивĕçлĕ документсемсĕр Елчĕкĕн тума килĕшнĕ проектне айккине кăна илсе хураççĕ. Вĕсен урăх регионсенчен килнĕ клиентсем те пайтах.

«Малтанласа çав магистраль проектне тутарма питĕ йывăра килчĕ, — аса илет Илья Васильевич. — Ĕлĕк ăна çулталăк тăршшĕпе хатĕрленĕ. Пирĕн вара ун чухлĕ вăхăт çук. Требованийĕсем те ỹссе кайнă. Акă АГРСра малтан оператор валли пỹлĕм тума пăхман. Халĕ унсăр яхăнне те ямаççĕ. Ку çеç те мар, унта тата электролини илсе пымалла. Чулхулана тепĕр чухне уйăхра икĕ-виçĕ хутчен те кайма тиветчĕ. Хăш чухне çавăнтах çĕр выртма та юлнă. Институт темтепĕр тума хушса пĕтернĕрен, пуç чукун пек тулса каятчĕ. Ăçтан килсе лекрĕм ку ĕçе, тесе тарăхаттăмччĕ хăш чухне. Унтан вара хама-хам лăплантараттăмччĕ: «Атя, Илюш, тапаçлан, тапаçлан. Никам çине те шанмалли çук. Йывăр лару-тăруран тухмаллах!» Киле те питĕ кая юлса çитнĕ çав çулçỹревсенчен. Çур çĕр иртсен кăна килсе выртнă пулсан та ирпе ĕçе улттăра е улттă çурăра кайнă. Çиччĕре глава патне кĕмелле, мĕн ĕç туса килни пирки ăнлантарса памалла та татах тухса каймалла. Ĕç ăнăçлă пулса тухсан, кăмăл та тулатчĕ. Çавăншăн хĕпĕртенĕ те…»

Тăрăшни сая кайман. Проекта Чулхуласем питĕ кĕске срокра, тăват уйăхра туса пĕтернĕ. Анчах ку хут ĕçĕ вĕçленнине пĕлтермест-ха. Ăна ун хыççăн Госгортехнадзор органĕнче, Волготрансгазра регистрацилемелле, Çакăн хыççăн виçĕ енлĕ килĕшỹ çырма вăхăт çитет. Патшалăх енчен — ЧР Строительство министерстви — укçа уйăраканни, подрядчик — смета тăрăх ĕç тăваканни. Паллах ĕнтĕ, Елчĕк район администрацийĕ — муниципалитет заказчикĕ.

Елчĕк районне каякан газ магистраль тăршшĕ 28,7 километр. Хурçă пăрăх диаметрĕ 219 миллиметр. Унта 74 атмосфера пусăмĕ тăрать. Роторсем тарăнăшне 1,5-1,6 метр чавса пыраççĕ. Пăрăхăн çиелĕ çĕр сийĕнчен 0,9 метртан кая пулмалла мар. Пăрăха хирсем, çырма-çатрасемпе варсем, çулсем тата ытти чăрмавсем урлă хурса Елчĕкпе Таяпа Энтри хушшине илсе çитермелле. Кунта хайхи АГРС, газ валеçекен тĕп объект пулать. Малалла вара газ пĕчĕкрех пусăм çине куçса, паллах ĕнтĕ, тăвăртарах диаметрлă пăрăхсемпе, виççе пайланса район тăрăх тĕрлĕ еннелле саланать.

Çу каçĕпе çĕрне-кунне пăхмасăр Илья Васильевич чупса çỹрени сая каймарĕ. Халĕ ĕнтĕ пурте хатĕр: проектпа смета документацийĕ хатĕр, ĕçе пурнăçлама контракт çырнă. Хура кĕркунне хыççăн, хирсем юрпа витĕнсен Шупашкарти газ кĕртес енĕпе пысăк опыт пухнă, А.С.Гусаров ертсе пыракан «Лига» ООО ĕçченĕсем Елчĕк еншĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăнаççĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай ЛАРИОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code