Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹ патне çул хывнă…

Çĕнтерỹ патне çул хывнă…

Вăрçă ачисем. Ачалăх курман вĕсем. Ылханлă вăрçа пула ир çитĕнме, аслисемпе пĕрле ĕçлесе тыла çирĕплетме тивнĕ. Манăн вулакана вăрçă ачипе -Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Николай Петрович Петровпа паллаштарас килет.

Николай Петров 1934 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс таран вĕреннĕ, анчах та çăмăл мар пурнăçа пула малалла вĕренме кайман. Тракторист пулас ĕмĕтпе çунатланнă çамрăк ача. Чи малтанах Елчĕкри МТСра урапаллă тракторпа, унтан Канашра гусеницăллă тракторпа çỹреме вĕреннĕ. 1954-1958 çулсенче çар ретĕнче пулнă. Служба тивĕçне Хура Тинĕс флотĕнче пурнăçланă — Севастополь хулинче «Красный Крым» ятлă гварди карапĕ çинче моряк пулнă.

Çартан таврăнсан Николай Петрович ялти каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлỹ илнĕ. Хурçă ут патнех туртнă унăн чунĕ — тăван колхозра тракториста вырнаçнă та 25 çул хыçа юлнине те сисмен. Вăл тракторпа ĕçленĕ вăхăтра сухаçăсен ăмăртăвĕнче районта мала тухса хаклă парнене тивĕçнĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсем те сахал мар, ĕçре малта пынăскер черетсĕр мотоцикл илме пултарнă.

1972-1974 çулсенче хастар ĕçчен ертỹçĕсем хистенипе Шупашкарти советпа парти шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан вĕренсе килсен Н.Петрова ял Совечĕн председателĕ пулма шаннă. Кунта 2 çул ĕçлесен «Смычка» колхозра бригадирта вăй хума пуçланă, Таяпа Энтри ялĕнче вăтам шкул уçăлсан ачасене трактор ĕçне вĕрентнĕ.

Кирек ăçта тăрăшсан та ĕçе чун-чĕре хушнипе пурнăçланă хисеплĕ çын. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсене, «Ĕçре палăрнăшăн, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» юбилей медальне тивĕçнĕ. Тỹлевсĕр путевкăпа темиçе хутчен те Хура тинĕс хĕррине канма янă ăна.

Н.Петров мăшăрĕпе — Ольга Григорьевна Мироновăпа пĕрле 3 ача пăхса ỹстернĕ. Ольга Григорьевна чылай çул Таяпа Энтри шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хĕн-асап тỹснĕ вăрçă ачи Николай Петров вăрçă çулĕсене çапларах аса илет:

— Вăрçă… Сахал мар çын чĕринче суран хăварчĕ вăл. Мĕн чухлĕ нуша, асап тỹсмерĕ-ши мирлĕ халăх? Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсан ватти-вĕтти тылри ỹсĕмсемпе салтаксене вăй парса тăчĕ. Шел пулин те, ватăлса сахаллансах пыраççĕ вăл çулсенчи çынсем. Çапах та хăрушă вăрçă çулĕсене паянхи кун та манаймаççĕ вĕсем.

Вăрçă пуçланнă чухне Коля тете 7 çулхи ача пулнă. Ашшĕпе амăшĕ тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ. Ачасем йышлă пулнă: Николайсăр пуçне 2 аппăшĕ тата 2 пиччĕшĕ çитĕннĕ. Вăрçă пуçланни пирки чи малтанах аслă пиччĕшĕ шкултан илтсе килнĕ. Ашшĕ ỹпке чирĕпе аптранине пула вăрçа лекеймен. Аслă пиччĕшне Василие вăрçа 1942 çулта илсе кайнă. Алексей пиччĕшне Канаш хулине ФЗОна ĕçлеме янă. Вăрçа кайма çулĕ çитеймен пулнă унăн. Ашшĕ чире пула 1944 çулта çĕре кĕнĕ. Вăл вилсен 10 çулхи ачан пурнăçĕ тата та йывăрланнă. Аслисемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă вăл, амăшĕпе пĕрле тырă вырнă. Пĕринче сулахай аллин качи пỹрнине те кастарнă. Колхоза жнейка илсе килсен тырра колхозниксем 3 лаша кỹлсе вырма пуçланă. Коля тете вара малта пыракан лаши çине утланса ертсе пыраканĕ пулнă. Хĕрарăмсем жнейкăпа вырнă тырра кĕлте туса çыхнă, çамрăк ачасем тăрса юлнă тырă пучахĕсене кĕреплепе тураса пуçтарнă. Пучахсем юлман-ши тесе тĕрĕслесех тăнă аслисем. Перекетлĕхе мала хунă. Жнейка çурлисем мăкалнă май вĕсене кашни кунах хăйранă. Ачасем унта та аслисене пулăшнă — хăйрана çавăрса тăнă. Тырă пуссисене çум курăк пусса илсен хир-анасене çумлама та вĕсене шаннă. Хĕрарăмсенчен тăрса юлас мар тесе ачасем васкаса ĕçленĕ. Пуçтарса илнĕ тырра веçех фронта валли ăсатнă, ял халăхне паман. Ачасен хĕлле те ĕç пулнă. Фермăсенчи тислĕке вăкăрсемпе хире турттарнă вĕсем. Каникул вăхăтĕнче шкул ачисем килĕрен çỹресе чăх каяшĕ, кĕл пуçтарнă, удобренипе ыраш пуссине апатлантарнă. Вăрçă хыççăн та çак йĕркене чылайччен тытса пынă.

Кăнтăрла хирте çăнăх яшки пĕçерсе çинĕ. Кану вăхăчĕсенче ачасем хирти курăксене — кăшкар ути, çерçи кĕпçи, кăвакал туни… пуçтарса çинĕ. Вăрçă çулĕсенчи çынсен апачĕ начар пулнă. Елчĕкри крахмал заводĕнчен амăшĕпе пĕрле ача мезга турттарнă. Ăна типĕтсе, авăртса çăкăр пĕçернĕ. Çĕрулми крахмалĕнчен пашалу хатĕрленĕ. Çулла чĕкĕнтĕр çулçисенчен те яшка пĕçернĕ.

Вăрçă мĕнле пыни çинчен кашни кун шкулта пĕлтерсе тăнă. Кирилл Романович Романов шкул директорĕн радио-репродуктор пулнă. Вăрçă чарăннине те шкултах пĕлнĕ. Ертỹçĕ линейкăра вăрçă пĕтни, Совет Союзĕ çĕнтерни çинчен пĕлтернĕ. Çак савăнăçлă хыпара илтсен пурте савăннă. Ял ирĕккĕн сывласа янă. Урамсенче савăк юрăсем юрланă, ташланă, пĕр-пĕрне ытамласа саламланă, макăрнă. Шкулта ашшĕ вăрçăра пулнă ачасене тỹлевсĕр апатлантарма пуçланă. Коля тетене çитермен, мĕншĕн тесен унăн ашшĕ килте чирлесе вилнĕ. Таяпа Энтри шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн Елчĕке вĕренме каяс ĕмĕчĕ те татăлнă. Ашшĕ вăрçăра пулманнисен вĕреннĕшĕн пĕр çулталăкра 150 тенкĕ тỹлемелле пулнă…

Пурнăç вăрçă пĕтсен те тỹрех çăмăлланса кайман. Халăх килĕшỹре пурăннăран, ырми-канми ĕçленĕрен, пĕр тĕллеве — вăрçă хыççăнхи хуçалăха ура çине тăратассине мала хунăран анчах пурнăç ырă енне улшăнса пынă.

Алина ИЛЬИНА,
11-мĕш класс. Елчĕк шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code