Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Леонард ЛЕВЫЙ: «Пĕрлĕхре пурăнни, килĕшỹре ĕçлени — аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ»

Леонард ЛЕВЫЙ: «Пĕрлĕхре пурăнни, килĕшỹре ĕçлени — аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ»

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕнĕ çул умĕн вĕçленсе пыракан çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлететпĕр, малашлăх тĕллевсене палăртатпăр. Çавна май Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйту çине хурав илтĕмĕр.

— Леонард Васильевич, 2023 çул мĕнпе асра юлчĕ пирĕн округшăн? Раççейри Педагогпа наставник çулĕнче, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулĕнче мĕнле çитĕнỹсем пулчĕç?

— Тепĕр çул хыçа юлать, пирĕн округ историне тепĕр çул хушăнать. Кăçал та эпир халăхпа тата ертỹçĕсемпе, депутатсемпе пĕрлĕхре пулса, йывăрлăхсене çĕнтерсе, ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырса чылай ырă ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Пĕрле килĕштерсе ĕçлени округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малаллах аталантарса пыма май пачĕ. 2023 çул Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнипе палăрса юлчĕ. Çавна май учительсен ятне-сумне ỹстерес тесе тата çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантарма май туса парас тесе округра сахал мар мероприяти йĕркелерĕмĕр. Уйрăмах вĕрентекенсен хушшинче тĕрлĕрен конкурссем, методика фестивалĕсем, ăсталăх мастерскойĕсем иртрĕç.

Çитĕнекен ăрушăн тăрăшасси — тĕп вырăнта. Вĕсене ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма тата тивĕçлĕ воспитани илме май парас тĕллевпе те тĕрлĕ мероприятине хутшăнма майсем туса патăмăр. Çакна та палăртма кăмăллă, республикăри 8 вĕренỹ организацийĕ хушшинче округри икĕ вĕренỹ учрежденийĕ — Елчĕкри вăтам шкул тата Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул — ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 500-шер пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕç.
Маларах вара Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри вĕрентỹ организацийĕсен хушшинче иртекен «2023 çулхи çулталăк шкулĕ» смотр-конкурс çĕнтерỹçи пулса 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕччĕ. Кунта ĕç-хĕле вĕренекенсен тавра курăмне, ăс-тăнне аталантарас тĕллеве мала хурса вĕрентĕвĕн инноваци программисене пурнăçа кĕртсе пынине, ĕçре çитĕнỹсем тунине кура пахаланă. Грантпа усă курса Çĕнĕ Пăвасем вĕренỹ учрежденийĕсен хушшинче иртекен «Агролята» проекта хутшăнса шкул никĕсĕ çинче шкул ỹсĕмĕчченхи ачасем валли агролаборатори уçнине те ырăпа палăртмалла. Ачасем кунта ял хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çамрăкран паллашса çĕр ĕçченĕн ĕçне хакласа ỹсессинче иккĕленмелли çук.

Çавăн пекех пысăк та пархатарлă ĕçсен шутне Çĕнĕ Пăва тата Лаш Таяпа шкулĕсен çумĕнче стадионсем тунине кĕртмелле. Проектсен хакĕ 18 млн тата 13 млн тенкĕпе танлашрĕ. Çакăн евĕр стадионсем ачасен сывлăхне çирĕплетме май панипе пĕрлех аслă ỹсĕмрисене те физкультурăпа тата спортпа туслă пулма май параççĕ. Елчĕк шкулĕ те харсăр пулнине палăртар. Раççей шайĕнчи «Самбо в школу» проекта хутшăнса палăрма пултарчĕ вăл, çавна май тивĕçнĕ грантпа шкула 537 пин тенкĕлĕх ятарлă кавир илтĕмĕр. Шкулсем анчах мар, вĕрентекенсем те хастар тĕрлĕ конкурссенче, вĕсем те пултарулăхне тата тăрăшулăхне кура тĕрлĕ грантсене тивĕçеççĕ. Çĕршыври 1250 вĕрнтекен хушшинче Елчĕк шкулĕнчи астрономи учителĕ Алексей Данилов Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине тивĕçрĕ. Пысăк премине тивĕçнисен йышĕнче Аслă Елчĕкри Любовь Адюкова вĕрентекен те пур. Вăл республика шайĕнчи «2023 çулти чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ» конкурс лауреачĕ пулса тăчĕ.

— Округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче чарăнса тăрсамăр.

— Ял хуçалăхĕ — пирĕн округăн тĕп отраслĕ, аталанăвăн тĕп шăнăрĕ. Тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе эпир республикăра çулсеренех малтисен ретĕнче. Кăçал çулла шăрăх та типĕ çанталăк тăчĕ пулсан та ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма пултарчĕç. Ĕçе пĕлсе, агротехника мелĕсене пăхăнса ĕçленĕрен, ĕç çынни ырми-канми тăрăшнăран пулаççĕ çитĕнỹсем. Округра ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 41265 гектар йышăнать, çав шутран 39019 гектарĕпе — ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем усă кураççĕ. Кăçал округĕпе 83,2 пин тонна тĕш тырă туса илме пултарни — пысăк çитĕнỹ. 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 36,3 центнерпа танлашрĕ. Çак икĕ кăтартупа эпир республика шайĕнче — чи лайăххисенчен пĕри: 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче.

Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тухăçлă аталанса пыни савăнтарать. Вĕсем çулсеренех çĕнĕ техникăпа пуянланса пыраççĕ. Кăçал анчах 204 миллион тенкĕлĕх 42 единица çĕнĕ техника туянма вăй çитерни хуçалăхсем ăнăçлă аталанса пынине çирĕплетет. Январь-ноябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх продукцийĕсем туса илесси ỹсни — ырă пулăм. Аш-какай туса илесси 104 процентпа, сĕт туса илесси 105 процентпа танлашрĕ. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем туса кăларакан тавар çаврăнăшĕ 2 миллиард та 866 тенкĕпе (101,2 процент) танлашать. Юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе, çĕнĕ сăн кĕртессипе пысăк ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр.

Округри тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 360 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ ял хуçалăх отраслĕпе çыхăннă. Кăçал пурĕ 138,3 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçа кĕртме май килчĕ. Сăмахран, «Победа» хуçалăхра 22 миллион тенкĕлĕх пăру вити, «Рассвет» (17 миллион тенкĕлĕх), «Яманчурино» (16 миллион тенкĕлĕх), «Энтепе» (10 миллион тенкĕлĕх) тĕш тырă алласа тасатакан комплекссем, «Прогресс» АХОра тырă склачĕ (10 миллион тенкĕлĕх), Виталий Геннадьевич Васильев пахча çимĕç управĕ тата тырă упракан склад (пурĕ 17 миллион тенкĕлĕх) хута янă. Паянхи кун тĕлне 13 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ, çывăх вăхăтра тата 6 проекта вĕçлесшĕн. Пурнăçланакан проектсем округ аталанăвне витĕмлĕ тỹпе хываççĕ, халăха вырăнтах ĕçпе тивĕçтерессинче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çамрăк предпринимательсем хушăнса пыни, тĕрлĕ ĕçре активлăхпа палăрни савăнтарать. Вĕсем конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул пĕр çамрăк хăйĕн ĕçне пуçарма 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕччĕ, кăçал вара тепĕр çамрăк та — Владислав Никифоров 500 пин тенкĕ гранта илсе хăйĕн ĕçне анлăлатма пултарчĕ.

Округри социаллă объектсене çĕнĕрен тăвасси тата юсасси тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Уйăрмах медицина тытăмĕнчи пысăк улшăнусене палăртас килет. Çĕршывра наци проекчĕсем ĕçлеме пуçланăранпа сахал мар çитĕнỹ пулчĕ. Çак тапхăрта пирĕн округра чылай фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Кăçал вара харăсах 3 çĕнĕ объект хута кайни — пысăк çитĕнỹ. Тăрăм тата Кивĕ Эйпеç ялĕсенче, Аслă Пăла Тимешре тухтăр амбулаторийĕ хута кайни халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парать. Çывăх вăхăтра Курнавăш ялĕнчи ФАПра та пысăк юсав ĕçĕсем вĕçленĕç.

Халăх ырлакан тата унта хăй те хастар хутшăнакан программăсенчен пĕри — «Пуçару бюджечĕ». Вăл пулăшнипе округ территорийĕнчи ялсем хăтлăланса та тирпейленсе пынине палăртмалла. Асăннă программа чылай пысăк ĕçе пурнăçа кĕртме май парать. Кăçал анчах 45 миллион тенкĕлĕх 56 проект хута кайрĕ. Ку программăпа тата та тăрăшарах ĕçлесшĕн — 2024 çулта пурĕ 82 проекта пурнăçлама палăртатпăр (85 миллион тенкĕлĕх). Унпа усă курса ытларах çул-йĕр сарас, кỹлĕсене тасатас, масар çурчĕсене тата картисене çĕнетес, палăксене юсас, ачасемпе аслисем валли спорт тата вăйă площадкисене ĕçе кĕртес, хоккей коробкисене çĕнетес, шыв башнисене юсас енĕпе ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Тикĕс çул-йĕр — ăнăçлă аталану. Çул-йĕре тивĕçлĕ пăхса тăрасси тата юсасси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кунта Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн «Транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» наци проекчĕн «Хăрушлăхсăр паха çулсем» çумпрограмми пысăк пулăшу парать. Республикăн Çул-йĕр фончĕн укçи-тенки пулăшнипе кăçал округри çул-йĕре юсассипе сахал мар ĕç пурнăçланă, пурĕ 76301,960 пин тенкĕлĕх. Асăннă программăпа тата çак укçа-тенкĕпе усă курса 7 çул çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ тата асфальт сарнă. «Пуçару бюджечĕ» программа пулăшнипе 2 çула асфальт сарнă.

— Муниципалитет округĕ туса хуни мĕнле çĕнĕлĕх илсе килчĕ? Власть тытăмĕпе халăх пурнăçĕ çине мĕнле витĕм кỹчĕ вăл?

— Улшăнусем курăмлă. Муниципаллă округ йĕркеленнĕ май ял тăрăхĕсем территори пайĕсем пулса округ шутне кĕчĕç, çавна май тытăм, бюджет улшăнчĕ. Мĕн пур ыйтушăн округ пуçлăхĕ яваплă пулса тăчĕ. Урăхла каласан, йышăну тăвакан пĕр орган вăйра: пĕр пуçлăх, халăх суйлакан пĕр орган, пĕрлехи бюджет тата территори аталанăвĕн планĕ. 10 бюджет вырăнне 1 бюджет юлни укçа-тенкĕне пур çĕре те пĕр пек, пĕр тĕллевлĕ расхутлама, перекетлеме май парать. Чиновниксен, депутатсен шучĕ чакрĕ. Округ туса хуни ялти старостăсен тата вырăнти обществăлла организацисен яваплăхне ỹстерчĕ. Территорисенче общество хăй тытăмлăхĕсем хута каяççĕ. Вĕсем халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлме, влаçпа халăха çыхăнтарма пулăшаççĕ. Çакăн евĕр пĕрлĕх Кивĕ Эйпеç ялĕнче хута кайнă, вăл ăнăçлă ĕçлет. Çывăх вăхăтра Çуткỹл ялĕнче те çакăн пек пĕрлĕх пулĕ. Малашне вăл ытти территори пайĕсенче те хута кайĕ — пурнăç çапла ыйтать.

Украина çар операцийĕ — уйрăм пысăк тема.

— Кашнинех пăшăрхантаракан тема ку. Салтаксене, вĕсен çемйисене пулăшасси тĕп вырăнта. РФ Президенчĕн 2023 çулхи ятарлă указĕпе килĕшỹллĕн республикăра «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фонд йĕркеленчĕ. Унăн филиалĕ пирĕн округра та ĕçлет. Администрацин 1-мĕш хутĕнчи 15-мĕш пỹлĕмре вырнаçнă вăл. Пурин ыйтăвне те туллин татса пама тăрăшатпăр.

Пирĕн ентешсем контрактпа тата мобилизаци мелĕпе çар ретне тăчĕç. Елчĕксем çар çыннин ятне яланах тивĕçлĕ тытаççĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен орденсемпе медальсене тивĕçрĕ. Шел пулин те, пурнăçран паттăррăн уйрăлакансем те пулчĕç. Вĕсен тата çемйисен умĕнче эпир пуçăмăрсене таятпăр. Паттăрсенчен пĕрне — Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Петрова Раççей Геройĕ ятне пачĕç. Унпа тата ытти паттăрсемпе эпир мăнаçланатпăр, вĕсен ячĕ вилĕмсĕр.

Çак çăмăл мар лару-тăру округри пĕтĕм халăха пĕрлештерчĕ, чăмăртарĕ. Кар тăчĕ халăх. Предприятисемпе организацисем, предпринимательсем, тĕн представителĕсем — пĕтĕм халăх ентешсене пулăшас тесе тăрăшать, Украина çĕрĕ çине гуманитари пулăшăвне çине-çине ăсатать. Тумтир, апат-çимĕç, çар хатĕрĕ, инструментсем, куллен кирлĕ мĕн пур хатĕр таран. Çак ырă ĕçшĕн кашнине тав сăмахĕ калатăп. Эпир шанатпăр: çĕнтерỹ пирĕн енче пулĕ.

— Умра — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ.

— 2024 çулхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртĕ вăл. Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлав. Эпир кама суйланинчен Раççей малашне мĕнле аталанасси, унăн пуласлăхĕ килет. Эпĕ маларах хамăн шухăша хаçат урлă пĕлтернĕччĕ. Хальхи вăхăтра Владимир Владимирович Путин пек тĕрлĕ енлĕ аталаннă, вăйлă ертỹçĕ çук. Раççейре тăнăçлăх та лăпкăлăх пултăр тесе сахал мар ĕç тăвать вăл. Путинпа пĕрле пулсассăн Раççей тата та вăйлăрах пулĕ. Пирĕн суйлавçăсем яланах пысăк активлăхпа палăрса тăнă. Хальхинче те çапла пуласса эпĕ шанса тăратăп. Çитес суйлав кампанийĕ çĕнĕлĕхсемпе пуян пулнине те палăртса хăваратăп. Хальхинче суйлавçăсем суйлав участокне кайса, килте тата электрон мелĕпе суйлава хутшăнма пултараççĕ. Çакна кашни çын маларах палăртса хурĕ.

— 2024 çулхи тĕллевсем çинче те чарăнса тăрсамăр.

— Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар. 2024 çулхи тĕллевсем пысăк. Округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине малашне те ăнăçлă аталантарасси, халăха пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси -тĕп тĕллевсен шутĕнче.

— Мĕн суннă пулăттăрччĕ округ халăхне, хаçат вулаканĕсене?

— 2023 çулта эпир сирĕнпе килĕштерсе ĕçлерĕмĕр, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малаллах утăмларăмăр. Малашне те пĕрлĕхре пурăнар, килĕшỹре ĕçлер. Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Кашни çыннăн сывлăх пултăр.Çемьесенче килĕшỹпе юрату, ăнлану, тĕнчере лăпкăлăхпа тăнăçлăх хуçалантăр. Мирлĕ тỹпе сунатăп кашнине.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code