Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хăрушлăх кăларса тăратакан чир

Хăрушлăх кăларса тăратакан чир

Туберкулез – ерекен чир. Ăна пуçарса яраканни туберкулез патакки шутланать. Вируса нимĕç бактериологĕ Роберт Кох 1882 çулта тупса палăртнă. Чир ытларах чухне пĕр çынран теприне сывлăш урлă ерет. Туберкулезпа чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчху тунă, кулнă, калаçнă чухне сурчăкпа сĕлекен вĕтĕ тумламĕсем йĕри-таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран сарăлаççĕ, сывлăшра 30-60 минут таран тытăнса тăраççĕ. Çавăн пек тумламсенче туберкулез бактерийĕ питĕ нумай. Тĕслĕхрен, пĕр тумламра 2-3 миллион туберкулез патакки пулма пултарать. Сывлăшпа пĕрле вĕсем ÿпкене лекеççĕ.

Инфекци аталанма май паракан факторсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕр ушкăнне тĕрлĕ чир-чĕр кĕрет: грипп, хĕрлĕ шатра, пыр-карланкăн çивĕч чирĕсем, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăм çĕрни… Çавăн пекех тĕрлĕрен операци, аборт, нерв, ăс-тăн чирĕ хыççăн та пуçланма пултарать. Тепĕр ушкăнĕ япăх пурнăçпа йăла условийĕсем, професси тĕлĕшĕнчи сиенсем, час-часах ывăнни, табак туртни, эрех ĕçни кĕреççĕ. Паллах, ăна сараканĕ – чирлĕ çын. Унăн мĕнпур органĕсем сиенленеççĕ. Анчах та чир малтан ÿпкесенче пуçланать. Унтан вăл шăмăсене, çÿлти сывлăш çулĕсене тата хырăмлăха лекме пултарать. Организма микробактерисем сывлăшпа, апат-çимĕçпе е ытти япаласемпе пĕрле лекеççĕ. Çын сурчăкĕ, шăк, каяш, выльăх-чĕрлĕх, сĕт продукчĕсем, пиçсе çитмен аш-какай урлă ерет. Чирлĕ чăх çăмарти, уйрăмах ăна чĕрĕлле çисен, çак чире пуçарма пултарать. Сывă мар çын урайне сурни, çемьере пурте пĕр савăтпа тата пĕр алшăллипе усă курни уйрăмах хăрушă. Уçă формăллă туберкулезпа чирленĕ çынсен шкулсенче, столовăйĕнче, апат-çимĕç лавккисенче ĕçлеме юрамасть.

Ĕçкĕпе ашкăнакан, пирус туртакан, наркотиксемпе туслă çынсен туберкулез чирĕ вăрахрах, йывăртарах килет. Алкоголь — вăйлă наркăмăш. Вăл организмăн пур органне те сиен кÿрет. Табак туртакан çынсен юн тымарĕсем хытса хĕсĕннĕ пирки эмелсем чирлĕ çыннăн ÿпкине е ытти органĕсене сăрхăнса кĕреймеççĕ, ăнăçлă сыватаймаççĕ. Табак туртни чире сарăлма та пулăшать. Чирлĕ çын час-часах сурать, унта-кунта пирус тĕпĕсем пăрахать. Наркомансен туберкулез вăйлансах пырать, вĕсем хăйсен сывлăхне сиплеме тăрăшмаççĕ. Пирĕн районта юлашки çулсенче туберкулез чирĕ хăрушлăх кăларса тăратать.

Хăвăрăн туберкулез пуррине пĕлме йывăр, мĕншĕн тесен унăн паллисем ытти чирсенни евĕрлех. Çапах та сăлтавсăрах хăвăрт ывăнатăр, пĕрмаях тарлатăр /уйрăмах çĕрле/, апат анмасть, виçе чакса пырать, ÿсĕретĕр, кăкăрта ыратать пулсан, ÿт-пÿ температури ÿссе кайсан тата çак паллăсем уйăхран та иртсе каймасан сирĕн рентген тĕпчевĕ витĕр тухмалла.

Енчен те туберкулез паллисене вăхăтра тупса палăртсан, çак каварлă чире çĕнтерме пулать. Çулталăка пĕр хутчен флюорографие кĕни хăвăршăн тата ытти çынсен сывлăхĕшĕн усăллă. Çÿлерех асăннă паллăсене асăрхасан çулталăк çитессе кĕтмесĕрех рентген витĕр тухмалла, врач патне пымалла. Ачасен туберкулез паллине тĕрĕслекен меслет вăл – Манту проби. 7 çул тултариччен ачасене Манту проби лартаççĕ, аслăраххисене – Диаскинтест проби. Тин çуралнисене ача çуратмалли уйрăмрах БЦЖ прививки тăваççĕ.

Çак хăрушă чиртен сыхланас тесен физкультурăпа туслă пулмалла, уçă сывлăшра çÿремелле, паха апат çимелле тата таса та тирпейлĕ пурăнмалла.

Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code