Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăхсемшĕн – тăван анне

Тăлăхсемшĕн – тăван анне

Ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче хресчен выçлăхпа нушаланнă. Шăпах çак йывăр вăхăтра 1933 çулхи çĕртме уйăхĕнче Лаврентьевсен çемйинче Александра çут тĕнчене килнĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем. Иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Миша тетĕшĕ 30 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Матĕрне аппăшĕпе Саня ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ пулса тăраççĕ. Мăтюк тетепе мăшăрĕ сывлăх енчен çирĕпех пулман, çавăнпа та пĕтĕм йывăрлăх хĕрĕсем çине тиеннĕ. Матĕрне аппа ĕçре питĕ паттăр пулнă. Çавăнпах тăр ăна Ворошилов ячĕллĕ хуçалăхра звеньевой пулма çирĕплетнĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă хĕрсем уй-хирте. «Харсăр ĕçлекене – чыс, хисеп», – тенĕ халăхра. Матĕрнене пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн Социализмла Ĕç Геройĕ ят параççĕ. Ун хыççăн Ленин орденĕпе наградăлаççĕ, унăн ятне Ĕç Мухтавĕн кĕнеки çине çырса хураççĕ. Мухтава тухнă хĕре часах Патăрьел район каччи мăшăр пулма илсе каять.

Чирлĕ ашшĕпе амăшĕ Саня хÿтлĕхне тăрса юлаççĕ. Йывăр пурнăçа пула хĕр ача тăватă класран ытла вĕренеймен, пĕтĕм вăй-халне колхоз ĕçне хутшăнса ĕçленĕ çĕре янă. Уй-хирте пилĕк авнă, чул кăларма, вăрман касма кайнă вăл. Хĕр ача нумай çул хушши лаша витинче конюхра вăй хунă. Çамрăклăха хĕрлех ирттернĕ Саня. Ашшĕн хăрах куçĕ курман, амăшĕ сĕм суккăр. Вĕсене пăхса пурăнасси чи пысăк тивĕç пулнă уншăн. Вăйă-кулă картине, улах ларнă çĕре хутшăнма пултарайман вăл, тĕрĕссипе каласан, унта тухса çÿреме лайăх тумтирĕ те пулман. Кăмăлне каякан каччине хăйĕн туйăмĕсене уçса пама та пултарайман вăл. Хĕр пуççăнах пура туянса, пÿрт лартма хал çитернĕ. Ашшĕпе амăшне юлашки çула ăсатасси те Саня аппа çинех тиеннĕ.

«Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть», – тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çулланнă хĕр валли те мăшăр тупăннă. Ялти Анатолий Портновăн мăшăрĕ сасартăк вилсе кайнă. Ултă ачапа тăрса юлнă Анатолий Петрович. «Хĕрарăмсăр çурт ăшă мар», – теççĕ. Толя тете пĕр иккĕленмесĕр качча тухмасăр юлса, тирпейлĕ пурнăçпа пурăнакан хĕре килĕшме пырать. 48 çулхи Саня аппа ачасене шеллесе пурнăçне Анатолий Петровичпа çыхăнтарма килĕшет. Пĕр ывăлпа пилĕк хĕр Саня аппана пурăна киле «анне» тесе чĕнме тытăнаççĕ.

31 çул хушши çемье йĕркелесе пурăнаççĕ вĕсем. Ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма вăй-хал тупаççĕ. Мĕн тери пысăк чун хавалĕ кирлĕ пулнă Саня аппана ют ачасене чĕре ăшшине парса, ăшăтса пурăнма. Кун-çул пилленĕ амăшне юттипе улăштарса, анне вырăнне хурса пурăнма пĕр тăвансене те çăмăл пулман, паллах.

Паян Александра Портнова пĕчченех пурăнать. Çичĕ çул каялла мăшăрĕ чире пула çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Ачисем пурте хăйсен çемйисене йĕркеленĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Шел пулин те пĕртен-пĕр ывăлĕ Сергей, унăн мăшăрĕ те йывăр чире çĕнтереймесĕр леш тĕнчене куçрĕç.

Александра Димитриевна ватлăх çÿлĕсене хăйне кура çутă тĕс кĕртме тăрăшать. Качака, чăх-чĕп усрать. Кÿрши-аршипе килĕштерсе пурăнать. 86 çула çитнĕ пулсан та «Елчĕк ен» хаçата çырăнса илет.

– Пĕр йĕркине те вуламасăр хăвармастăп, – тет кăмăллă ватă.

Матĕрне аппăшĕн ачисем ун патне килсех çÿреççĕ, май çитнĕ таран пулăшаççĕ.

З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code