Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çепĕç воспитательсем

Çепĕç воспитательсем

Шăмалакри «Ромашка» ача садĕнче анлă тавра курăмлă, ачасене юратакан çепĕç воспитательсем ĕçлеççĕ.

Ирина Воронова коллективра чи опытли. Вăл шăпăрлансемпе 32 çул ĕçлет. Унран кăштах çеç каярах ĕçлеме килнĕ Луиза Денисова вара виçĕ теçетке çул кунта пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Людмила Львован ĕç стажĕ те çуллен ÿссе пырать: 10 çул ытла вăл пĕчĕкскерсене воспитани парас тесе ăнтăлать.

Коллектив питĕ туслă. Икĕ ушкăна 24 ача çÿрет. Пÿлĕмсем питĕ хăтлă та илемлĕ. Стена çинче тĕрлĕ стендсем çакăнса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çепĕç, хăйсен профессине чунтан парăннă педагогсен ĕçĕпе çав тери кăмăллă. Тăтăшах уяв каçĕсем, тĕрлĕ тĕл пулсем ирттереççĕ кунта. Воспитательсем ашшĕ-амăшне ачисен пултарулăхĕпе паллаштарсах тăрассине ырă йăлана кĕртнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Львова, И.Воронова, Л.Денисова воспитательсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code