Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр ĕнерен вăтамран 10630 килограмм!

Пĕр ĕнерен вăтамран 10630 килограмм!

Ỹсĕм çулĕпе малалла утăмлакан «Победа» ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен черетлĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем те сулмаклă. Ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 169 центнер аш-какай, 3141 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран 10630 килограмм сĕт сунă.

Юлашки çулсенче округри ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе тăтăшах «Победа» ООО малта пулни çирĕпленет. Республикипе илсен те вĕсемпе танлашакансем сахаллăн.

Ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре? Ку чухне те ваттисен каларăшĕ тĕрĕсе тухать: ĕне выльăх чĕлхине лайăх пĕлеççĕ, ăнланаççĕ кунта. Фермăри ĕне выльăха тулăх рационпа тăрантарни, паллах, ỹсĕмсен тĕп вăрттăнлăхĕ. Кулленхи рационра выльăх-чĕрлĕх валли вырăнти условисенче хатĕрленĕ утă-сенажпа силоса тата сĕтеклĕ апатсене кирлĕ таран уйăрнисĕр пуçне, хушма минераллă апатсемпе усă курассине те шайлашуллă йĕркелесе пыраççĕ. Çапла майпа выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине чылай çул тĕллевлĕн йĕркелесе пыракан, çĕнĕлĕхсене анлă çул паракан ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç тухăçлăхĕ те пысăк, продукци туса илесси, чĕр тавар пахалăхĕ те ỹссех пырать.

Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал пурĕ 42093 центнер, 2022 çулхипе танлаштарсан, 7491 центнер ытларах сĕт туса илнĕ. Кунта çу уйăхĕсенче кашни ĕнерен 30-35 килограмран, хĕллехи вăхăтра 25 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ. Сĕт туса илесси сăвăнакан ĕнесен хисепĕнчен те нумай килет. Кашни çул кĕтĕве çĕнĕ 20 сăвăнакан ĕне кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра фермăра сăвăнакан ĕнесем 400 пуçа çитнĕ. Пĕтĕмĕшле мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ 1264 пуç шутланать. Сăмах май каласа хăварас пулсан, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал ĕне выльăхсен хисепне тата 50 пуç ỹстернĕ.

«Победа» ОООра выльăх-чĕрлĕхрен тивĕçлĕ шайри тата пахалăхлă продукци туса илмелли мĕн пур майсем çителĕклĕ. Кашни çул тенĕ пекех хальхи вăхăт ыйтнине туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши витесем хута каяççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Николай Головин çулталăкри цифрăсене пĕтĕмлетнĕ май пысăк кăтартусене çывхартассишĕн уяв-кану кунĕсене пĕлмесĕр выльăх-чĕрлĕх ферминче тимлекенсене кашнине ятран аса илчĕ. Вĕсем: Оксана Жукова, Елена Дергунова, Милауша Гафиятуллина, Любовь Иванова ĕне сăвакан операторсем, Галина Трофимова — ферма заведующийĕ тата зоотехник, Александр Елисеев ветеринар тата ыттисем те. Пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Елена Дергуновăпа Оксана Жукова ĕне сăвакан операторсем çĕнĕ вăйпа çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхаланаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code