Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăрлăхсене парăнмасăр

Йывăрлăхсене парăнмасăр

Авалтанах çапла пулнă-ши, пĕлместĕп, юлашки вăхăтра ялсенче кил-çурта арçынсăр тытса пурăнакан хĕрарăмсем нумайланчĕç. Темшĕн арçынсен ĕмĕрĕ кĕскерех пулни сисчĕвлентерет. Тĕнчен черченкĕ пайĕ вара чăннипех пултаруллă.

Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тĕпленнĕ Таисия Шахеевăпа, паллаштарас килет ман.

1953 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Матвей Кирилловичпа Евдокия Васильевна Трофимовсен кил-йышĕнче кун çути курнă вăл. Пилĕк пĕр тăванĕ те хастар пулнă — «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Тая шкул çулĕсенчех колхозра çитĕннисемпе тан ĕçленĕ, ашшĕ-амăшне те вăй çитнĕ таран пулăшнă. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕскере фермăна йыхравланă: 19 сăвăнакан ĕне шанса панă. Ку çулсенче дояркăсен ĕç кунĕ 3-4 сехетрех пуçланнă, выльăхсене апат парасси те вĕсен çинчех пулнă. Çамрăк аслисенчен юлас темен, чунне парса тăрăшнă.

Ун чухне колхоз производствинче яш-кĕрĕм чылай ĕçленĕ, çавна май çемье çавăрма та çăмăл пулнă темелле. Таяна та Кушкă шкулĕнче ĕçлекен, Аслă Пăла Тимеш каччи Петр Шахеев куç хывнă. Илĕртỹллĕ хĕре 1973 çулхи кĕр мăнтăрĕпе тăванĕсем патне вăрласа килнĕ. Туйне те вăрах вăхăт тăсмасăр ирттерсе янă. Ун хыççăн та Кушкă ферминех çỹренĕ-ха çамрăк арăм, каярахпа Тимеше куçнă.

Çамрăксем кунсерен хăйсен ĕç вырăнĕсене васканă, ватăсем кил вучахне ăшăтса тăнă. 20 çул иртнĕ çапла. Çав тапхăрта пурнăç çеçкисем çуралнă: Леня, Витя, йĕкĕрĕшсем — Альăпа Галя, Юля.

1993 çулта çĕнĕ урам валли çар касса панă. Шахеевсене те тивĕçнĕ унта. Ылтăн алăллă Петр Егорович кĕске хушăра çурта йĕркелесе лартнă та. Кирпĕчрен, кермен пекех. Тепĕр çултан, Михал праçникне, çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçнă.

Фермăра ĕç вырăнĕсем пĕтсен Таисия Матвеевна ялти çăкăр пĕçерекен пекарньăна вырнаçать. Тем вăхăтран вăл та хупăнать. Тĕрлĕ ĕçе çỹрет вара ун хыççăн. Ултă çул правлени членĕ, ял Совет депутачĕ пулнă. Дояркăра тăрăшнă çулсенче икĕ хутчен «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăна тивĕçнĕ. «Ача амăшĕ» медале, Хисеп, Тав хучĕсене те типтерлĕ упрать паян ĕç ветеранĕ.

Йышлă ача-пăчана ура çине тăратас тесе кил хуçи нимĕнле ĕçрен пăрăнман. 10 çул хушши ялти культура çурчĕн директорĕнче, унтан колхозра бригадирăн техника енĕпе ĕçлекен пулăшаканĕнче тăрăшать. Кану çулĕсем çитсен ăста платник таврара çурт-хуралтă туса çỹрет, ывăлĕсене те каскалама вĕрентет.

37 çул килĕшỹпе юратура пурăнать мăшăр. Анчах йывăр чир çакланса Петр Егоровича вырăн çине вырттарать. Тăватă çул ачана пăхнă пек пăхать ăна Тая. 11 çул каялла, чире парăнтараймасăр, пурнăçран уйрăлать кил хуçи.

Çăмăл килмен хĕрарăма. Вырăнпа выртакан упăшкин аппăшне те 5 çул хăйĕн çуртне илсе килсе пăхнă. Халĕ, авă, 93 çулхи хунямăшне хỹтлĕхе илнĕ.

«Эпир тăвакан ырă ĕçсем хамăр пата та ырăпах таврăнаççĕ», — тени тĕрĕсех пулнине палăртас килет.

Ырри вара — Таисия Матвеевнăна савăнăç парнелекен ачисемпе мăнукĕсем. Ачисем, чăнах та, çĕршыва юрăхлă, кирлĕ çынсем пулса çитĕнчĕç. Асли — Леонид — тĕп çурт тыткăчи. Вăл çамрăкранах ашшĕ пек йывăçа та, тимĕре те «итлеттерсе» темĕн те ăсталать. Юлашки виçĕ çул севок туса илессипе тимлет. Ку тĕлĕшпе тĕллевсем пысăк-ха унăн.

Иккĕмĕшĕ — Витя — Çурçĕр Кавказра хĕсметре тăнă, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Вăл округсенчи ялсене металран ăсталанă япаласем турттарать. Чиркỹсене те пулăшать.

Альăпа Галя çĕвĕç профессине алла илнĕ. Апла пулин те кунпа çеç çырлахман — вĕренсе воспитатель дипломĕпе пуянланнă. Халĕ тĕп хулари 11-мĕш номерлĕ ача садĕнче тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçне РФ тата ЧР Вĕренỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе хакланă. Йĕкĕрешсен иккĕшĕн те икшер ача.

Кĕçĕнни, Юля, Елчĕкре пурăнать çемйипе. Виçĕ ача. Тутлă шывсем кăларакан цехра лаборанткăра ĕçлет.

Таисия Матвеевнан капмар çурчĕ пушă тăмасть, кану кунĕсенче ачисемпе мăнукĕсен сассисемпе тулать. «Хам та ăнланса юлса ĕлкĕрейместĕп: килсе пластик чỹречесем лартрĕç, пỹрт умĕнчи решеткесене çĕнетрĕç, мунча кăмакине улăштарчĕç», — каласа парать телейлĕ анне…

Ĕлĕк 70 çулхи çынсем питĕ ватă курăнатчĕç, халĕ вара пĕрре те апла мар. Таисия Шахеева та тăн-тăн, тĕреклĕ, сăнĕпе те çамрăк. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх унăн, пахчара çĕр улмине, тымар çимĕçне туса илет. Ачисемпе мăнукĕсене кучченеçсĕр кăларса ямасть. Ырă кăмăллă хĕрарăм кỹршисемпе те тату пурăнать.

Зинаида ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code