Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем тимлĕхсĕр юлмĕç

Ыйтусем тимлĕхсĕр юлмĕç

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул умĕнхи «Тỹрĕ лини» ирттерчĕ. Вăл 1 сехет те 30 минута пычĕ. Пурĕ 427 ыйту килнĕ, вĕсенчен 36-шне тỹрĕ эфирта хуравларĕ. «Тỹрĕ линие» «Раççей 24» телеканал эфирĕнче, Олег Николаевăн Контактри страницинче тата телеграм-каналĕнче, Контактри «Олег Николаев. Чăваш Ен» тата «Чăваш Республики» ушкăнсенче тата ютуб-каналĕнче курма май пулчĕ.

Колл-центра килнĕ, анчах эфира тухайман ыйтусем те тимлĕхсĕр юлмĕç — ятарлă органсем вĕсем тĕлĕшпе тĕплĕ хурав парĕç. Республикăра пурăнакансем вара ытларах ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе, çĕнĕ шкулсем тăвассипе, çулсене юсассипе, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе, сывлăх сыхлавĕпе, обществăлла транспортпа тата ытти темăпа çыхăннă ыйтусем пачĕç.

Çитес çул Советсен çуртне, Шупашкарти аэропорта юсассине вĕçлемелле. Чăх çăмарти хакĕ пирки те ыйту çĕкленчĕ те, Олег Николаев Муркашри чĕх-чĕп фабрикине модернизациленĕ хыççăн вăл çулталăкра 300 миллион çăмарта кăларакан шая çитессине палăртрĕ.

«Тỹрĕ лини» вăхăтĕнче Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕн логотипне кăтартрĕç. Олег Николаев çитес çул экологи енĕпе вĕрентỹ ĕç-хĕлне йĕркелессине, çут çанталăкра харпăр хăйне тивĕçлĕ тытма вĕрентессине ытларах тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çăл куçсене, вăрмансене сыхлас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти нумай йĕркелĕç. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне çĕнĕ технологисемпе усă курĕç.

Олег Николаев кашни ыйтăва тулли хурав пачĕ, çавна май эфир тапхăрĕнче ятарласа йĕркеленĕ ыйтăм та çынсем кăмăллă юлнине çирĕплетрĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, регион пуçлăхĕ республикăра кăçал туса ирттернĕ ĕçсем, малашнехи тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Калаçу вĕçĕнче пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code