Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ватăсем — тимлĕхре

Ватăсем — тимлĕхре

«Аслă ăру» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра Елчĕкри тĕп больницăн участокри терапевт тухтăрĕ Собир Холов йышăну ирттерчĕ.

Çавна май ватă пациентсем кирлĕ анализсем пачĕç, электрокардиограмма тухрĕç. Ирина Шадрикова медицина сестри пĕлтернĕ тăрăх, кунти ветерансем яланах тимлĕхре пулĕç, диспансер сăнавне малашне те йĕркелĕç.

Çулталăкра пĕр хутчен обязательнăй йĕркепе тулли медицина тĕрĕслевĕ тухасси паллă-ха, вăраха кайнă чир-чĕрпе нушаланакансене вара тăтăшах контрольте тытса тăрĕç. Ун пеккисене кашни çур çулта пĕрре е ытларах та диспансеризаци витĕр кăларĕç.

Собир Бахтиерович чĕрепе тата сывлав тытăмĕпе аптăракан пациентсене хăйсене мĕнле тытмалли пирки калаçу та йĕркелерĕ.

Халĕ, акă, яла эрнере пĕр хутчен шăл тухтăрĕ килме пуçларĕ. Вăл та пирĕншĕн çăмăллăх.

Антонина ОСИПОВА,
уйрăм заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code