Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тантăш», ĕмĕрÿ вăрăм пултăр

«Тантăш», ĕмĕрÿ вăрăм пултăр

Çамрăк калемçĕсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слечĕ пирки. Ăна кăçал «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

«Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать. 2014 çулта пĕрремĕш слет ирттернĕччĕ, кăçал вара, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, эпир те çак уяв хăнисем пулса килтĕмĕр. Шăмалакри ял вулавăшĕ çумĕнче нумай çул «Асамат» ятпа çамрăк калемçĕсен студийĕ ĕçлет. Ăна В.К.Усанова библиотекарь ертсе пырать. Нумай çул «Тантăш» хаçатпа ырă çыхăнура пулнине шута хурса, Вероника Усанова слета кайса килме тивĕçлĕ пулчĕ. Ачасем уяв концертне курса савăнчĕç, тĕрлĕ кружоксенче пулса çамрăк корреспондентсем калем ăсталăхне çирĕплетрĕç. Тепĕр ырă самант, хамăрăн ентеш, Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров Шăмалакри ял вулавăшне тин çеç пичетленсе тухнă чăваш кĕнекисен пуххине парнелерĕ. Тавах, ятлă çынсем çумра пулнишĕн, ял халăхне сума сунишĕн. Уява питĕ кăмăллă кайса килтĕмĕр. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ ваттисем. «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ Венера Кузьминична Усановăна ачасен çырас ăсталăхне туптама пулăшнăшăн, хаçат ĕçне явăçтарнăшăн Тав хучĕ парса чыс турĕ. Вероника Усанова вара Н.В.Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа ирттерекен çамрăк корреспондентсен II слетне хастар хутшăннăшăн Сертификат илме тивĕçлĕ пулчĕ. Малашне те çапла пулас ăрăва тĕрĕс çул çине тăма, хаçат-журналпа, кĕнекепе туслă пулма пулăшса пырасчĕ. Туссем, çырăну тапхăрĕ вĕçленмен-ха. Айтăр пурте «Елчĕк ен», «Хыпар», «Тантăш» тата ытти республика шайĕнче кун-çути куракан хаçат-журналсене çырăнар. Куллен пушă вăхăт тупса ял вулавăшĕсене çÿресе, ырă кĕнеке алла илсе чун-чĕресене сиплер, ырă ĕçсем туса çеç савăнса пурăнар

В.УСАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code