Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яланах пирĕн асăмăрта

Яланах пирĕн асăмăрта

Манăн атте – Алексей Александрович Мякинин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орден кавалерĕ, «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсене, И.С.Конев маршалăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Унăн кун-çулĕ Елчĕк МТСĕпе те тачă çыхăннă.

Алексей Мякинин – фронтра, 1944 çул

Алексей Мякинин 1906 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕнче вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. 1918 çулта ялти 4 класлă шкултан вĕренсе тухнă. Унăн ашшĕ, Александр Владимирович, ялти чиркÿре ĕçленĕ, граждан вăрçине хутшăннă. 1921 çулта йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Пелагея Николаевна /Элпуç хĕрĕ пулнă/, килти хуçалăхра тăрăшнă. Ашшĕ вилсен 6 ачаллă çемье пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Манăн аттене аякри тăванĕ Тейково хулине илсе кайнă. Вăл унтан вырăсла лайăх калаçма вĕренсе килнĕ. Килне таврăнсан йывăр ĕçе кÿлĕннĕ.

1930 çулта çемье колхоза кĕнĕ. Çапла майпа ачаранпах техникăпа кăсăкланнă аттене Канаша, трактористсене хатĕрлекен курса вĕренме янă. Вĕсене Ленинградри «Путиловец» заводра туса кăларнă «Фордзон-Путиловец» маркăллă тракторпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн Елчĕке, райколхозсоюза ĕçлеме чĕнсе илеççĕ.

1934 çулта яла пĕрремеш трактор – «Фордзон –Путиловец» килсе çитет. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ăна яла епле илсе çитерни çинчен атте час-часах аса илетчĕ. «Çырма хăрушла шавласа, кĕрлесе юхать. Кĕпере те шыв юхтарса кайнă. Пĕренесене вĕренпе çыхнă хыççăн çырмана пăрахрăмăр, вĕсем урлă трактора аран-аран каçартăмăр», – тесе каласа панине унран пĕр хутчен анчах мар илтме тÿр килнĕ.

Пĕрремĕш трактора курма ял çыннисем нумай пухăннă. Вĕсем хушшинче, паллах, шÿтлеме юратакансем те пулнă. Пĕри ывăçпа улăм, тепри утă илсе тухнă, иккен. «Ку тĕлĕнтермĕш утă е улăм çиет-ши?» – тесе шÿтленĕ тет. Шур сухаллă ватăсем трактор урапи çинчи шăлĕсене тыта-тыта пăхнă, тĕлĕннипе пĕççисене алăпа шарт! çапнă.

«Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче» кĕнекере яла пĕрремĕш трактор килсе çитни çинчен çапла çырнă: «Колхоз уйне 1934 çулта пĕрремĕш трактор «Фордзон» тухать. Унăн рульне Алексей Александрович Мякинин тытса пырать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăха «хурçă лаша» килнĕ ятпа колхозниксем митинга пуçтарăнаççĕ. Унта активистсем хĕпĕртÿллĕ сăмахсем калаççĕ».

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Володя мăнукĕпе, майăн 9-мĕшĕ – 1987 çул

1935 çулта МТС /машинăпа трактор станцийĕ/ йĕркелесен Елчĕке Харьковри тата Сталинградри заводсенче туса кăларнă çĕнĕ маркăллă ХТЗ, СТЗ тракторсене кÿрсе килеççĕ. Вăл вĕсемпе те ĕçлеме вĕренет. Ăна 11-мĕш трактор бригадин бригадирĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Вăрçă пуçлансан аттене броньăпа тыла хăвараççĕ. «Ĕçе юратса пурнăçлаттăм, ыйхă та çăмăл манăн, нихăçан та 4-5 сехетрен ытла çывăрса курман. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем фронтра пулнă вăхăтра тракторпа ытларах хĕрсемпе хĕрарăмсен нушаланма тивнĕ. Вĕсен чăхăмланă тракторĕсене юсама сахал мар хутшăннă», – тесе каласа паратчĕ вăл.

1944 çулхи авăн уйăхĕнче аттене вăрçа кайма повестка параççĕ. Малтан Ульяновскри танкистсене хатĕрлекен 6 уйăхлăх шкулта вĕрентеççĕ. «Механик-водитель средних танков» специальноçпа кĕçĕн сержант çар званийĕ параççĕ. Вĕренсе тухсан вĕсем Омск хулинчен танксен эшелонĕпе фронта каяççĕ. 1-мĕш Украина фронтне, Иван Конев армине механик-водитель пулса службăна лекет. Вăл Т-34 танкпа Прагăна ирĕке кăларассишĕн пыракан çапăçăва хутшăнать. Çав тапхăрта Прагăра тата унăн таврашĕнче тăракан нимĕçсен пысăк ушкăнне çапса аркатаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн чÿк уйăхĕн вĕçĕнче атте киле таврăнать. Вăл пÿрте кĕрсе тăнине, çурăм хыçĕнчи кутамккине урай варрине лартнине паянхи пекех астăватăп. Эпĕ ун чухне 3 çулта пулнă. Аттене пурте хупăрласа илчĕç, эпир çÿлелле сикетпĕр, анне савăннипе йĕрет. Атте пурне те парнесем парса тухрĕ, сĕтел çине пылак тата ытти çимĕçсем кăларса хучĕ.

Атте час-часах çакна та аса илетчĕ: «Ачамсем, эпĕ сире урăх кураймасса та пултарнă вĕт. Пире пĕр çамрăк хĕрарăм вилĕмрен хăтарса хăварчĕ. Эпир пыракан çул çине вăл икĕ пĕчĕк ачипе тухса тăнă. Пăрăнма та шутламасть. Мĕн тумалла? Хăвăрт ăнкарса илтĕм, танка тепĕр енне каякан çул енне çавăртăм та малалла кайрăмăр. Пирĕн хыççăн пыракан танк вара çав çул çине нимĕçсем хунă мина çинче сирпĕннĕ. Унта пулнисем пурте вилни çинчен кайран пĕлтĕмĕр».

Вăрçăран таврăннă хыççăн та вăл бригадиртах ĕçлерĕ. Çăмăл пулман, ун чухне тата трактор паркĕ, мастерскойсем те пулман. Хĕллехи шартлама сивĕре, кĕркуннехи çумăрлă, пылчăклă çанталăкра та тракторсене уçă пĕлĕт айĕнчех юсама тивнĕ-çке. Пĕр çулхи сивĕ хĕлле колхозăн тракторĕсене юсама пирĕн картишне лартрĕç. «Хурçă ут» пирĕн пысăк çуртпа хапха патне кĕр-кĕр! кĕрлесе пынă вăхăтра çĕр хытă чĕтретчĕ, пÿрт кисренетчĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, хăранипе сак çине хăпарса лараттăм, хăлхана алăпа хупласа хураттăм. Кăнтăрла çитсен трактористсем пÿрте кĕретчĕç. Аллисене ăшă каланкка çумне тытса вĕре-вĕре ăшăтатчĕç. Хура аллисемпе хутаçри апачĕсене кăларса çиетчĕç те тепĕр хутчен ĕçе пикенетчĕç. Пÿртри сак çинче магнеткăсем купаланса тăратчĕç. Трактористсем вĕсене çавăрттарса чалтăр-чалтăр! çулăм кăларатчĕç. Çакна пăхса тăрасси маншăн питех те кăсăклăччĕ. Пушар пуласран хăрушă тесе каярахпа тракторсене картишне лартма чарчĕç тенĕччĕ атте.

Ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçласа пынăшăн вăл Мускаври ял хуçалăх выставкине /1956 ç./ хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Унтан вăл медальпе тата парнепе таврăннă. Çав çулсенче МТС директорĕ пулса институтран нумаях пулмасть вĕренсе тухнă вырăс каччи – Максимилиан Федотович Никишев ĕçленине те каласа паратчĕ. Ун пирки яланах ырăпа аса илетчĕ.

Атте чылай çамрăка тракторпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Манăн аслă аппа – Лидаида 9 класс пĕтернĕ хыççăн 2 çул трактор çÿретнĕ. Каярахпа Коля тете атте çулĕпе кайса МТСра тракториста вĕреннĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă.

Атте тивĕçлĕ канăва тухсан тата 7 çул колхозăн выльăх-чĕрлĕх ферминче механизаци енĕпе наладчикра тăрăшрĕ. Ялта ăна пурте Элекçей тете тесе чĕннĕ. Çемьере те, çынсемпе те лăпкă калаçнă. Ытти çынсем те лайăхпа анчах аса илеççĕ ăна.

Аттепе анне 7 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анне, Перасковия Владимировна Польская, Кипеç ялĕнчен качча килнĕ. Эпир пĕчĕккĕ чухне вырăсла калаçатчĕç, ĕçкĕ-çикĕре вырăс халăх юррисене шăрантаратчĕç. Пирĕн килте балалайка, гитара, хуткупăс пурччĕ. Атте вĕсене пасарта тырă сутса туяннă тетчĕ.

Аттепе анне пире хăйсен ырă енĕсене парнеленĕ: ĕçре тăрăшуллă пулма, çынсемпе ăшпиллĕн калаçма, илеме туйма вĕрентнĕ. Вĕсем тинех пирĕнпе юнашар çук пулин те сăнарĕсем чĕререн нихăçан та тухас çуках…

Алимпия ФОМИНА,
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code